Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Асăрханăр, ачасем» операци пĕтĕмлетĕвĕсем

Августăн 20-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 20-мĕшĕччен районта «Асăрханăр, ачасем!» операци  иртрĕ. Çак вăхăтра ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем час-часах вĕрентÿ учрежденийĕсене тухса çÿрерĕç, вĕренекенсемпе калаçусем йĕркелерĕç. Кунсăр пуçне ачасем шкулсене çÿрекен çулсем çинче тăтăшах инкек пулма пултаракан вырăнсене палăртас тĕллевпе рейдсем ирттертĕмĕр. Çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсем те курăнчĕç çак вăхăтра. Акă, Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекенсем Первомайски урамĕпе пынă чух, тротуар пур пулин те, автомашинăсем çÿрекен çулпа утаççĕ. Кунсăр пуçне Карл Маркс урамĕнче те çакнашкал ÿкерчĕкех пулнине палăртмалла. Çавна май кун пирки ăнлантаруллă калаçусем те йĕркелерĕмĕр. Çапах та ашшĕ-амăшĕсене ку йĕркесĕрлĕх çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтатпăр. Сирĕн ачăрсем çул çинче сывă та тĕрĕс-тĕкел çÿреччĕр тесен, вĕсене çул-йĕр правилисене час-часах аса илтерсе тăрăр. Тротуарпа утни инкек-синкекрен хăтарса хăварма пултарни пирки çирĕп ăнлантарăр.

Ачасем çул-йĕр правилисене мĕнле пĕлнине тĕрĕслес, вĕсене ку тĕлĕшпе ытларах кăсăклантарас тесе, нумаях пулмасть, «Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ» темăпа ачасем ÿкернĕ ÿкерчĕксен конкурсне ирттерме йышăнтăмăр. Пур ÿкерчĕксене те пăхса тухса çĕнтерÿçĕсене палăртăпăр.

Каласа хăвармалла, операци вăхăтĕнче шкул çулне çитмен ачасем хутшăннипе çул çинче пулса иртнĕ икĕ инкек çырăннă. Вĕсенче виçĕ ача шар курнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 октября 2006
00:00
Поделиться
;