Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кăтартусем савăнтармаççĕ

Çĕр çинче çил, вут тата шыв хăватлă тенĕ. Акă, çынсем ĕлĕкренпех вутран хăранă, ăна пуç тайса пурăннă. Пĕчĕк çулăм тухса, вăйланса пырса асар-писер алхасни кил-çурта пурлăха тĕп тăвасса, пĕтĕм пурнăçа çапса хуçасса лайăх ăнланнă. Анчах инкеке яланах асăрхаттарма май килмест çав. Хăш-пĕр чух тимлĕх çитмест, тепĕр чух çăмăлттайлăх ытла хакла ларать. Районта пушар тухассипе кăçалхи тăхăр уйăхри кăтартусем те çакнах çирĕплетеççĕ. Акă, çак тапхăрта пĕтĕмпе 48 хутчен пушар тухнă (танлаштарма: пĕлтĕр – 45). Питĕ пăшăрхантаракан цифрăсем – кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, вут-çулăмра çынсем вилнĕ тĕслĕхсем икĕ хут ÿснĕ. Пĕлтĕр тăватă çын пурнăçне пушар татнă пулсан, кăçал – саккăрăшăнне. Каласа хăвармалла, инкек тÿсекенсем пĕтĕмĕшле 530 пин енне тăкак курнă.

Сентябрь уйăхĕнчех ялсенче тата поселокра тухнă вут-çулăма сÿнтерме пушар хуралĕнче ĕçлекенсен 9 хутчен васкавлăн кайма тивнĕ. Сентябрĕн 4-мĕшĕнче Рункă ялĕнче, сентябрĕн 9-мĕшĕнче Пăваялĕнче уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче хуралтăсем çуннă. Пĕрремĕш тĕслĕхĕнче пушар палламан çынсем шăрпăкпа асăрханусăр пулнине пула, иккĕмĕшĕнче – электрооборудование ĕçлеттернĕ чух хăрушсăрлăх йĕркисене пăснăран тухнă. Пĕринче тăкакĕ – 10, тепринче 25 пине яхăн. Сентябрĕн 7-мĕшĕнче Шĕнер Ишекре пурăнмалли йывăç çуртра «хĕрлĕ автан» алхаснă, шалти пурлăх та çунса кайнă. Электропроводка юсавсăррине пулах кил хуçисем 20 пинлĕх тăкак курнă. Сентябрĕн 14-мĕшĕнче Пăртасра та, çавăн пекех, йывăç çурта çулăм тивсе илнĕ, тăрри тата веранда çунса кĕлленнĕ. 15 пинлĕх тăкак сăлтавĕ – кил хуçисем 6 тата 14 çулхи ачисене хăйсем тĕллĕн килте хăварни, вĕсем шăрпăкпа выляни. Сентябрĕн 10-мĕшĕнче вара Мăн Явăшра уйрăм çынсен хуçалăхĕнче «хĕрлĕ автан» авăтнипе 3 тонна улăмран нимĕн те юлман. Ку инкек мĕншĕн пулса иртнине халлĕхе палăртман-ха, ку тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.

Час-часах пушарсем кăмакасем е юсавсăр пулнипе, е вĕсене пăхса-асăрхаса тăмасăр хăварнипе сăлтавланаççĕ. Çапла майпа, акă, Пайăк ялĕнче уйрăм çынсен мунчапа сарай, Ершепуçĕнче лаçпа мунча çунса кайнă. Каларăмăр ĕнтĕ, сентябрь уйăхĕнче пушар сÿнтерекен машинăсен час-часах тĕрлĕ çĕре васкавлăн тухса кайма тивнĕ. Акă, уйăх вĕçнелле те икĕ кун харăс – сентябрĕн 22-мĕшĕнче тата 23-мĕшĕнче. Çĕнъял Хапăс ялĕнче пурăнмалли йывăç çуртра çулăм хыпса илнĕ, шалти стенасем, тăрри сиенленнĕ. Вăрнарта вара Комсомольски урамĕнчи пĕр хуçалăхра хуралтăсене вут-кăвар тивнĕ. Икĕ инкекĕн сăлтавĕсене те тупса палăртайман-ха.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 октября 2006
00:00
Поделиться
;