Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Республикăри ăмăртусене хутшăнĕç

Сентябрĕн 22-мĕшĕнче Кĕçĕн Вурнарка çывăхĕнче спорт ориентированийĕ енĕпе ăмăртусем иртрĕç. Унта районти тăватă шкулти 37 вĕренекен хутшăнма кăмăл турĕç.

Çанталăкĕ те хĕвеллĕ те ăшă кунсемпе савăнтарнă май, ачасем хавас кăмăлпа, хавхаланулăхпа тупăшрĕç. Пĕр сехетре вĕсен картăпа тата компаспа усă курса вăрманта тĕрĕслев пункчĕсене май килнĕ таран ытларах шыраса тупма тиврĕ. Палăртма кăмăллă, вĕренекенсем пысăк ăсталăх, тавçăруллăх, çĕнтерÿ патне пĕтĕм вăйран талпăннине кăтартрĕç.

Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем çакнашкал. Хĕрсем хушшинче 1-мĕш вырăна Татьяна Федорова, иккĕмĕшне – Людмила Тукмакова (Вăрнарти 1-мĕш шкул), виççĕмĕшне Галина Деомидова (Вăрнарти 2-мĕш шкул) йышăнчĕç. Каччăсенчен чи маттуррисем – Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекен Анатолий Данилов, Алексей Кудрявцев, Александр Антонов.

Пĕтĕмĕшле командăсен кăтартăвĕсене кура Вăрнарти 2-мĕш шкул ачисем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене – Вăрнарти 1-мĕш шкулпа Пăртас шкулĕн командисем пайларĕç.

Çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ команда республикăри ăмăртусенче район чысне хÿтĕлĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 октября 2006
00:00
Поделиться
;