Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçлени харама ан кайтăр

 

Иртнĕ эрнере райадминистрацире ял хуçалăх  предприятисенче ĕçсем мĕнле пынă пирки канашлу иртнĕ. Унта хуçалăх ертÿçисем, ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем тата шалти ĕçсен районти пайĕн криминаллă милици пуçлăхĕ А.Михайлов хутшăннă. Канашлура тĕрлĕ ыйтусене - ял хуçалăх культурисене вырнаçтарасси, машинăпа трактор паркне пуянлатасси, ăста кадрсем, специалистсем хатĕрлесси, ĕç сыхлавĕпе техника хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнасси тата ыттисене те -  сÿтсе явнă.

Хуçалăх ĕçченĕсем умĕнче тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри вăл - «иккĕмĕш çăкăра» пахалăхлă пуçтарса кĕртсе тупăшлă вырнаçтарасси. Канашлура аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Ю.Попов хуçалăх ертÿçисене сутмалли çĕрулмин хакне 4 тенкĕрен чакармалла мар тенĕ. Ĕç çыннин туса илнĕ культурăна вырнаçтараймасан пăшăрханмалла мар: «иккĕмĕш çăкăрăн» хакĕ тата ÿсмелле.

Ĕçлемесен пурлăх пулмасть теççĕ. Çавăнпа хуçалăхра вăй хуракансем çулталăкăн кашни тапхăрĕнче хура тар тăкса ĕçлеççĕ. Анчах та çакна хăшĕсем пачах та шута илмеççĕ, янттине хапсăнаççĕ. Кукăр алăллисен куçĕ пысăк. Вĕсем, ĕç çыннисем ĕшенсе тутлă ыйха путнă чух, техника пайĕсене те, выльăх-чĕрлĕхе те вăрлама мехел çитереççĕ. Криминаллă милици пуçлăхĕ А.Михайлов пĕлтернĕ тăрăх, çак ырă мар пулăм хуçалăхсенче каçхине хурал тăмаллине тĕллевлĕ йĕркелеменнипе тÿрреммĕн çыхăннă. Акă, вăрăсем «Победа», «Гвардеец», МТС»Яуши», Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхсене сиен кÿнĕ.

Канашлура хускатнă чи çивĕч ыйтусенчен пĕри - ял хуçалăх производство предприятийĕсенче ĕçлеме ăста кадрсем, специалистсем хатĕрлесси. Паллах, хуçалăх аталану çулĕпе пытăр тесен унта вăй хуракансен çĕнĕ технологисемпе усă курма вĕренмелле, малти опытпа паллашмалла. Хĕллехи вăхăтра çынсен пушă вăхăт ытларах. Пултаруллă специалистсен йышне кĕрес тесен вĕсен агропромышленность комплексĕнчи специалистсен тата ертсе пыракан кадрсен квалификацине ÿстерекен Чăваш институтĕнче тата «Нива» вĕрентÿ комбинатĕнче пĕлÿ пухмаллах.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 октября 2006
00:00
Поделиться
;