Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Энвер Аблякимов - Вăрнар тăрăхĕнче

- Вăрнар енĕ, пытармăп, маншăн уйрăмах çывăх, - терĕ Энвер Азизович Аблякимов, Чăваш Республикин Президенчĕн Админстрацийĕн ертÿçи, Калининăри вăтам шкулта  интернат-шкул коллективĕпе тĕл пулнă чухне. - Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсем вĕçĕнче Калинино тăрăхĕнчи суйлавçăсем мана хамăр республика Аслă Канашĕн депутатне суйласа пысăк чыс тунăччĕ. Ялсенчи строительствошăн яваплă пулнă май, сирĕн районта пĕлтерĕшлĕ вуншар объекта çĕклесе хута яма тÿр килнĕ мана.

Э.Аблякимов салари вăтам шкул тата интенат-шкул ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕ, классене кĕрсе курчĕ, коллективсен хастарăхĕпе тăрăшулăхне пысăка хурса хакларĕ.

- Обществăра çирĕплĕх пулмалла, - терĕ Президент Администрацийĕн ертÿçи. - Мĕн чухлĕ ытларах ĕçлетпĕр, хамăра та лайăхрах. Çавна май федераллă тытăмсем те ытларах пулăшаççĕ. Пирĕн тĕллев пĕрре - çынсем тата лайăх пурăнччăр, хăтлă пурăнччăр. Хамăр республика пирки калас-тăк, эпир наци проекчĕсене пурнăçлассипе Раççейре ырă тĕслĕх кăтартатпăр. Сирĕн района илес-тĕк, вăрнарсем Чăваш енте мĕнпур кăтартусемпе малтисен ретĕнче. Вăрнар тăрăхĕнче ĕç вĕресе кăна тăрать - ял хуçалăхĕнчи, промышленноçри пысăк ÿсĕмсем савăнтараççĕ. Строительство ĕçĕсем те анлă сарăлнă. Тепĕр икĕ çултан районта кашни яла асфальт сарнă çулпа çыхăнтараççĕ.  Вăрнарсем малашлăха çирĕп шанса пурăнаççĕ тата ĕçлеççĕ. Яланах ăнăçу пултăр сире!

Э.Аблякимов çав кунах Малти Ишек тата Кольцовка ял тăрăхĕсен территорийĕсенче тĕслĕх библиотекăсене уçма хутшăнчĕ, Вăрнар поселокĕнче «Вурнарская» МСО акционер общество çĕклекен 64 хваттерлĕ çурт çĕкленĕ çĕре çитсе курчĕ, кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашрĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 октября 2006
00:00
Поделиться
;