Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăратлăха лайăхлатасси ĕçлеççĕ

Ял хуçалăх производство предприятисен тилхепине тытса пыракансем умĕнче тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри вăл – «Агропромышленность комплексне аталантарасси» пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проектне пурнăçа кĕртессипе тимлесси. Вĕсен тăрăшулăхĕпе пуçарулăхĕнчен хуçалăхăн малашлăхĕ мĕнле пуласси нумай килет.

Выльăх-чĕрлĕх генетика ыйтăвĕсене тивĕçтертĕр тесе, акă, «Кольцовка» агрофирма, Янгорчино» кооперативран 40 пуç ăратлă çамрăк выльăх туяннă. Калас пулать, çĕрпелсем выльăх-чĕрлĕхĕн ăратне лайăхлатассипе районта уйрăмах хастар ĕçлеççĕ. Çавăнпа вĕсем пăхакан пушмак пăрусем республикăра иртекен выльăх-чĕрлĕх куравĕнче çулсерен малти вырăнсем йышăнаççĕ.

«Мураты» кооператив та выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çывăх вăхăтра кунта Вологда хулинчен 100 пуç ăратлă выльăх илсе килмелле.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
11 октября 2006
00:00
Поделиться
;