Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Депутатсен çĕнĕ йышĕ тухăçлă ĕçлĕ

Ытти çĕрти пекех 11-мĕш Çĕрпÿ суйлав округĕнче те иртнĕ вырсарникун суйлав пысăк активлăхпа иртнĕ.

Уйрăм кандидатсемшĕн сасăлама асăннă округпа пĕтĕмпе 18258 (43,73 процент) суйлавçă хутшăннă. Пĕр мандатлă округпа В.В.Андреев кандидат 11510 сасă (63,04 процент), С.Ф.Беккер – 2583 (14,15 процент), А.Л.Филиппов 2610 (14,30 процент) сасă пухнă. Пур кандидата та хирĕç 763 суйлавçă пулнă (4,18 процент). Çапла Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн тăваттăмĕш сасăлаври депутачĕ пулма ку округпа Валерий Витальевич Андреев суйланнă.

Парти списокĕсемпе сасăлама пурĕ  18586 (44,19 процент) çын хутшăннă. «Пĕрлĕхлĕ Раççейшĕн» - 10688 (57,51 процент), «ЛДПР-шăн» - 1926 (10,36 процент), «Родинăшăн» - 834 (4,19 процент), КПРФ-шăн - 3339 (17,97 процент), «Раççей патриочĕсемшĕн» 591 (3,18 процент) суйлавçă сасăланă. 457 суйлавçă (2,46 пр) пурне те хирĕç пулнă.

Суйлав иртрĕ. Чăваш ен парламенчĕн çĕнĕ йышĕ палăрчĕ. Суйлавçăсем пĕр шухăшлă пулса республикăна аталантарас ĕçе вăйлатма чи тивĕçлĕ кандидатсене шанчĕç. Эппин, çитес пилĕк çулта депутатсен çĕнĕ йышĕ саккун кăларакан влаç тытăмĕнче питех те тухăçлă ĕçлессе шанас килет.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 октября 2006
00:00
Поделиться
;