Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шкулăн хăйĕн Президент

Нумаях пулмасть Мăн Явăшри шкулта хăй тытăмлăх ертÿçине суйларĕç. Президент пулма тăватă çынна кандидата тăратнă. Вĕсем: Алевтина Фомина (8 кл.), Олеся Иванова (9 кл.), Алена Федорова (10 кл.), Елена Трофимова (11 кл.).

Президента суйланма тăратнă кандидатсем суйлавччен стендсем хатĕрлерĕç, классенче агитацисем ирттерчĕç, хăйсен прграммипе паллаштарчĕç.

Суйлава 5-11-мĕш классенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Кашниех хăйне килĕшнĕ кандидатсемшĕн сассине пачĕ.

Чи нумай сасă пухса 2006-2007 вĕренÿ çулĕнче шкулта Президент ĕçне Елена Трофимова туса пырĕ. Октябрĕн 3-мĕшĕнче çĕнĕ Президент пĕтĕм шкул умĕнче тупа турĕ, хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçласа пыма сăмах пачĕ. Шкул директорĕ Сергей Петрович Ильин ăна ăнăçу сунса шкул администрацийĕпе тачă çыхăну тытма сĕнчĕ, хăй енчен пулăшу парса тăма шантарчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 октября 2006
00:00
Поделиться
;