Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Командировкăна - Çурçĕр Кавказа

 

Çурçĕр Кавказри «вĕри точкăсенче» йĕркене сыхлама, террористсен киревсĕр ĕçĕсене асăрхаттарма, мирлĕ халăх пурнăçне хÿтĕлеме çар çыннисемпе танах милици сотрудникĕсем те хутшăнаççĕ. Акă, сентябрь уйăхĕнче республикăри шалти ĕçсен пайĕсенче тимлекен милиционерсем Çурçĕр Кавказа çурçуллăх служба командировкине тухса кайнă. ОМОН йышĕнче 30-ăн Грозный хулинче йĕрке хуралĕнче тăрĕç, патрульпе пост службин 69 сотрудникĕ - Чечен республикинчи Шелковской районĕнчи Червленная станцăра обществăлла йĕрке сыхлăхне тивĕçтерĕç. Чăваш милиционерĕсен отрячĕн йышĕнче шалти ĕçсен районти пайĕнче тимлекен милицин патрульпе пост службин взвод командирĕ Ю.Петров та пур.

Вĕсем ЧР Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ – обществăлла хăрушсăрлăх милици пуçлăхĕпе В.Г.Григорьев ертÿçĕпе пĕрле Çурçĕр Кавказа çул тытнă.

Шалти ĕçсен районти пайĕн сотрудникĕсем пĕрре мар «вĕри точкăсенче» хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланă. Сентябрь уйăхĕнче, акă, тăван тăрăха, службапа çар хатĕрленĕвĕн инспекторĕ милици лейтенанчĕ А.Иванов тата милици аслă сержанчĕ таврăннă служба командировки вăхăтĕнче.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 октября 2006
00:00
Поделиться
;