Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вĕрентекене чыс та мухтав!

Вĕренекен - çунакан факел. Çак факела вара хăй çунакан вĕрентекен кăна чĕртме пултарать,- авалхи грексен каларăшне районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн пуçлăхĕ Николай Иванов ахальтен илсе кăтартмарĕ. Çитĕнекен ăрăва пĕлÿ тĕнчине çул хывма пулăшкансене профессилле уявпа саламлани çеç мар, ун сăмахĕсенче районта ăслă-тăнлă ачасем çитĕнтерессишĕн хыпса çунакан вĕрентекенсем пуррипе мăнаç ланнă туйăм вăйлах палăрчĕ.

Чăнах та, ĕçе чунтан парăннисем сахалăн мар. Кăçал, акă, тăватă вĕрентекен, ĕçре инноваци меслечĕсене çул паракансем, Раççей Президенчĕн, иккĕн Чăваш ен Президенчĕн, виççĕн район администрацийĕн гранчĕсене тивĕç пулчĕç. Ку, паллах, пултаруллă учительсен пĕтĕмлетÿллĕ списокĕ мар – вĕрентÿ анинче кăтартуллă тимлекенсем вун-вун.

Вĕрентекенсен уявне хутшăннă май, республикăн Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Галина Чернова вăрнарсем юлашки 3-4 çулта вĕрентÿ тытăмне аталантарассипе, ачасен пĕлÿ шайне çÿле çĕклессипе, ытти районсемпе танлаштарсан, самай мала кайнине палăртрĕ. - «Пĕр «алла илнĕ» хăвăртлăха чакармалла мар, ÿстерсех пымалла,- терĕ вăл.

Министр вăрнарсене мухтани уявра каланă ахаль сăмахсем çеç мар. Районти вĕрентекенсем хăйсен ĕçне тивĕçлипех кăтартма пĕлеççĕ. Пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартмалла: Раççей тата республика Президенчĕсен гранчĕсене çĕнсе илессишĕн пыракан конкурса, акă, вăрнарсем пуринчен нумай ĕç тăратнă! Çакна Г.Чернова ырласа палăртрĕ. Çавăн пекех вăл хăйĕн сăмахĕнче ял шкулĕсем хулари шкулсемпе пĕлÿ шайĕпе те, пурлăх никĕсĕпе те танлашса пынине мăнаçланса пĕлтерчĕ.

Чылай ăшă сăмах янăрарĕ иртнĕ кĕçнерникун вĕрентекенсем ячĕпе. «Эсир ачасен ăс-тăнне паха вăрлăх «сапакансем», çĕршыв пуласлăхне çĕклекен ăру çитĕтерекенсем, çĕнĕлĕхсене çул уçма ăнтăлакансем»,- пысăка хурса хакларĕ вĕсен ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин. «Вĕрентÿ ĕçĕ – республикăн социаллă пурнăçĕн никĕсĕ. Тавах, сире, пархатарлă ĕçшĕн»,- терĕç Чăваш Республика вĕрентÿ институчĕн ректорĕпе Владимир Даниловпа Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ – Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн генеральнăй директорĕ Владимир Свешников.

Вĕрентекен кунĕ – профессилле уяв кăна мар, ку тытăмра тимлекенсен ĕçне тивĕçлипе хаклама май паракан кун та. Ытти çулсенчи пекех, кăçал та вăл савăнăçлă та хумхануллă самантпа пуян пулчĕ – чи-чи пултаруллисене яланхиллех тĕрлĕ шайри наградăсемпе чысларĕç.

Ку уявра чи пысăк наградăна – «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăна – Санарпуçĕнчи вăтам шкулти математика учителĕ В.П.Иванова тивĕçрĕ.

Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ тата наука министерствин Хисеп грамотипе С.М.Николаевана (Калининăри шкул-интернат), А.П.Анисимована (Вăрнарти 2-мĕш шкул), Е.Г.Кондратьевана (Чăрăшкас Хирлеп) тата Н.Н.Трофимована (Хапăс) чысларĕç.

Республикăн Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисене Е.Ф.Васильева (Çĕрпел), Е.И.Юлмасова (Кивĕ Мĕлĕш), Н.Н.Михайлова (Кульцав), Г.М.Лошкова (Вăрнарти 1-мĕш шкул), М.Н.Агилова(Вăрнарти 2-мĕш шкул) тивĕçрĕç.

Район администрацийĕн тата вĕрентÿ управленийĕн Хисеп грамотисене те вун-вун вĕрентекене наградăларĕç. Уяв чăваш эстрада артисчĕсен концерчĕпе вĕçленчĕ. Вĕрентекенсен кунне кăçал эрне каярах ирттерчĕç пулин те, çакă районти культура çуртне пухăннисен кăмăлне пăсни пачах сисĕнмерĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 октября 2006
00:00
Поделиться
;