Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Химик» - кĕмĕл призер

Республикăри футбол чемпионачĕн аслă дивизийĕнче ăмăртнă командăсен вăййисем вĕçленнĕ. Иртнĕ çул чемпион ята Вăрнарти «Химик» çĕнсе илнĕччĕ. Шел, ку хутĕнче вăл çĕнтерĕве алăран вĕçертрĕ. Кăçалхи çĕнтерÿçĕ - Етĕрнери «Рубин» команда, 2006 çулхи сезонра вăл пĕр вăйă та выляса яман, унăн 56 очко.

«Химик» команда юлашки вăйăра Шупашкарти «ЗЭиМ-Лайнран» 2:1 шутпа выляса илнĕ пулин те, очкосен шучĕпе «Рубинран» иртсе каяйман, унăн 54 очко. Çапла вăрнарсен кăçал кĕмĕл призерпах çырлахма тиврĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 октября 2006
00:00
Поделиться
;