Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пуçламăш пĕлÿ парасси пахалăхлă пултăр

Кĕçĕн классенче илнĕ пĕлÿ çыннăн ăс-тăнне йĕркелекен тĕп факторсенчен пĕри. Ачан вĕренес туртăмне «вăратасси», çĕнĕрен те çĕннине пĕлме ăнтăлас туйăма уçасси, паллах, чи малтанах пĕрремĕш вĕрентекенрен килет. Паянхи пурнăç вара педагогсем умне уйрăмах çирĕп тĕллевсем лартать. Хăйĕн тавракурăмĕ ансăр, кĕçĕннисене пĕлÿ тĕнчине илĕртме пĕлмен вĕрентекенĕн урокĕсем те кичем иртеççĕ, çитменнине кунашкаллисен вĕренекенĕсем те – яланах юлса пыракансен шутĕнче.

Çак çитменлĕхсене пĕтерес тата «Вĕрентÿ» приоритетлă наци проекчĕн тĕп задачисене пурнăçа кĕртес тĕллевпе нумаях пулмасть Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул çумĕнчи 2-мĕш номерлĕ ресурс центрĕнче кĕçĕн класс учителĕсен методика пĕрлешĕвĕн вĕрентÿ занятийĕсем иртрĕç. Ку тĕмри методпĕрлешĕвĕн руководителĕ Ольга Николаевна Сандомирова пĕлтернĕ тăрăх, 2006 – 2007 вĕренÿ çулĕнче кунашкал виçĕ заняти иртмелле.

Кăçалхи пĕрремĕш ĕçлĕ кунăн темипе тĕллевĕ те паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ: вĕренекенсен пĕлÿ туртăмне инноваци технологийĕсемпе усă курса аталантарасси, вĕрентекенсен творчествăлла хастарлăхне ÿстересси, вĕрентÿ технологийĕн çĕнĕ идейисемпе мелĕсене алла илесси, ачасен тавракурăмĕпе кăмăл çирĕплĕхне ÿстересси. Хапăсри, Мăн Явăшри, Пăртасри, Кульцаври, Санарпуçĕнчи, Туçи Мăратри, Вăрнарти 2-мĕш шкулсенчи кĕçĕн классенчи учительсене, паллах, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма та май килчĕ.

Ĕçтешĕсен уçă урокĕсене пысăк активлăхпа итлерĕç вĕсем. Ачасен ÿсĕмне кура йĕркеленĕ ĕçлĕ сехетсем, каламалла, кăсăклă та вĕрентÿллĕ иртрĕç. 2-мĕш шкулти М.В.Козлован 3-мĕш класри тăван тавралăх урокĕ, акă, чăнахах та шырав урокĕ. Ачасем палăртнă темăпа хăйсем тĕллĕн ĕçлеме, ыйтусен тупсăмне анлă шухăшлавпа тупма пĕлнине кăтартрĕç.

Туçи Мăратри Л.П.Углова виççĕмĕш классене искусство тĕнчине илсе çитерчĕ. Вырăссен паллă художникĕсен ĕç-хĕлĕн уйрăмлăхĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

Кульцаври тата Мăн Явăшри вĕрентекенсем Е.В.Максимовапа С.В.Фомина аслă вырăс чĕлхин урокĕсене çÿллĕ шайра ирттерчĕç.

Юлашкинчен педагогсем Хапăсри Е.В.Шашкинан видеоурокĕпе паллашрĕç.

Пуçламăш пĕлÿ пахалăхне ÿстерес тĕллевпе  хатĕрленĕ докладсем те «Вĕрентÿ» приоритетлă наци проекчĕн задачисене пурнăçлассипе çыхăннă. «Вĕрентекенĕн ĕçри пултараслăхĕ, аталанăвĕ тата çитĕнĕвĕ» докладра, акă, В.Н.Кулаева – Вăрнарти 2-мĕш шкулти пуçламăш классен руководителĕ - ĕçре инноваци мелĕсене çул паракан педагогсене хавхалантарни, çавна май вĕсен тăрăшулăхпа ăсталăха тата ÿстермелли çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Хапăсри Л.А.Бойкова «Ачасен вĕренес интересĕсене вăратма çĕнĕ информаци технологийĕсемпе усă курасси», Пăртасри Е.П.Сергеева «Сывлăха ачаран упрама вĕрентесси» темăсемпе калаçрĕç.

2006 – 2010 çулсем валли çирĕплетнĕ «Вĕрентÿ» наци проектĕнче пултаруллă ачасемпе çине тăрса ĕçлесси те – шкулсен инноваци программисене тата педагогсене пулăшмалли тытăмăн пĕлтерĕшлĕ енĕ пулнине палăртнă. Кĕçĕн классен методика занятийĕнче çак ыйту ахальтен кун йĕркине тухмарĕ ĕнтĕ. Вĕрентекенсем пуçламăш классенче пĕлÿ илекенсен ăс-тăнне тата та ÿстермелли, вĕсене аталанма тивĕçлĕ условисем туса парасси пирки çивĕч калаçрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 октября 2006
00:00
Поделиться
;