Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шкул ачисем йывăç лартаççĕ

Йывăçа касса ÿкерме, ун хыççăн тунката лартса хăварма çăмăл-ха. Анчах ун вырăнне хунав лартса капмар йывăç пăхса ÿстерме сахал мар тăрăшмалла, вăхăчĕ те чылай кирлĕ. Пĕр çын йывăç лартсан вăл пĕччен ÿсĕ, çĕрĕн хунавсем чĕртсен вăрман кашласа ларĕ. Вăрман усăллăхĕ, пĕлтерĕшĕ пирки вара эпир мĕн пĕчĕкренех, шкул çулĕсенченех лайăх пĕлетпĕр. Çавăнпах кашни çыннăн йывăç-тĕм лартса ÿстерессине, вăрмансенче тирпейлĕхе тытса пырассине хăйсен яланхи тивĕçĕ вырăнне хумалла. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров та çутçанталăка упрассипе, пуянлатассипе çыхăннă ыйтусене пысăк тимлĕх уйăрать. Акă, Президентăн Йывăç кунĕ ирттересси пирки йышăннă Указне пурнăçа кĕртсе Мăн Явăшри шкулта «Йывăç ларт та ăна упраса хăвар» акци йĕркеленĕ. Акци программи пуян та тĕрлĕ енлĕ пулнă: «Кашлăр, кашлăр вăрмансем» вечер, кĕçĕн классенче вĕренекенсем хушшинче, «Йăран çинче мĕн ÿсет;» КВН, «Йывăçа упра» конкурс, «Йывăç-курăк кунĕ» уяв, вăрман-парк зонисене çÿп-çапран тасатас тĕллевпе субботник ирттернĕ.

Акци тапхăрĕнче пĕтĕмпе 2000 йывăç лартса хăварнă, ку ĕçсене 170 çын хутшăннă.


"Çĕнтерÿ çуле"
25 октября 2006
00:00
Поделиться
;