Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Туянакасем ыйтнине тивĕçтерме тăрăшатпăр

Вăрнар райповĕн лавккисем - ялсенче-и е поселокра вырнаçнă-и вĕсем - яланах çынсене кулленхи пурнăçра кирлĕ, усăллă таварсемпе тивĕçтереççĕ. Коммерсантсен ăçта килнĕ унта уçса тултарнă лавккасенче мар, райпо магазинĕсенчех шырать хăйĕншĕн пĕлтерĕшлĕ продукци туянакан. Ку пачах тĕлĕнмелле мар. Пĕрремĕшĕнчен, райпо лавккисене шанма хăнăхнă, иккĕмĕшĕнчен - хаксем те капашсăр пысăк мар, ял çыннишĕн вырăнлă.

Суту-илÿ çурчĕсене юсаса çĕнетес, вĕсене халăх кĕртес, паянхи кун ыйтнă пек оборудованипе тивĕçтерес ыйтусене татса парасси çинчен те манмаççĕ ертÿçĕсем, çакна пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Иртнĕ эрнере, акă, Вăрнарти универмаг çуртĕнче пĕрремĕш хутра апат-çимĕç лавкки уçăлчĕ. Малтан та пулнă-ха вăл. Анчах  хальхи пек çĕнĕ те капăр, пуян ассортиментлă пулман. Тĕп хуламăрти таварсем туллипе йăтăнакан сентресемлĕ чаплă лавкка тейĕн. Вăрнарта пурăнакансем те чăтăмсăррăн кĕтрĕç çак куна, лавккана уçнă вăхăта чылайăн пухăнчĕç. Çĕнĕлле - самообслуживани майĕпе - ĕçлеме палăртнăскер пурне те кăсăклантарчĕ.

Хĕрлĕ хăйăва касса лавккана уçма Вăрнар райпо канашĕн председателĕ В.Федоров, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ - ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ С.Павлов, Чăвашпотребсоюз правленийĕн представителĕсем хутшăнчĕç.

- Пĕр лавккара туянакан хăйне кирлĕ кашни тавара тупма пултартăр тесе тĕллев лартрăмăр. Ĕмĕте пурнăçларăмăр. Самообслуживани лавккинче туянакан васкамасăр хăйне тивĕçтерекен пахалăхлă продукци суйлать. Каламалла, хамăр ĕçре яланах çынсен ыйтăвĕсене, вĕсен сĕнĕвĕсене тĕпе хуратпăр. - палăртрĕ Вăрнар райпо канашĕн председателĕ Владимир Федоров. Унăн сăмахĕсемпе район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Сергей Павлов та килĕшрĕ, райпо районта кун йышши пысăк шайри лавкка уçнишĕн, ял çыннисен пурнăçне çăмăллăх кĕртнишĕн туянакан ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ, Шупашкартан килсе çитнĕ хăнасем  те универмаргри апат-çимĕç магазинĕ Вăрнарта пурăнакансемшĕн тата районти ялсенчен килекенсемшĕн чи юратни пулса тăрасса шаннине пĕлтерчĕç. Тавар сахаланса юласран ан шиклечĕр, пахалăхлă тавар яланах витринăсем çине вăхăтра çитĕ, - тесе çирĕплетрĕç.

Чăн та, мухтанмалли çук мар. Республикăри ялсенче самообслуживани лавккисем туянакасем умĕнче алăксенче уçаççĕ-ха, анчах вĕсем чылай тесе калаймăн. Çĕнĕ юхăм майĕпен вăй илсе кăна пырать-ха. Çапах та ÿсĕмсем курăмлă. Акă, тин çеç уçăлнă лавккарах тавара продукцие кура уйрăм уйрăмсене илĕртÿллĕ вырнаçтарнă - мĕн кирлĕ çавна тĕплĕ суйласа, этикеткăсене вуласа пăхса туян. Вашават та ырă кăмăллă сутуçăсем пур ыйтусем çине хуравлама хатĕр, тĕрĕс канаш-сĕнÿ параççĕ. Эсир лавккара çÿренĕ вăхăтра сирĕн япаласем ятарлă сыхлав камеринче упранĕç, пÿлĕм çарине вара хăвăрпа пĕрле илетĕр.

Хăнасем каланă пекех ку лавкка туянакансен чĕрисене хăвăрт çĕнсе илĕ. Райпо системинче тимлекенсемшĕн вара туянакана тивĕçтересси яланах тĕп вырăнта. Çак савăнăçлă кун та вĕсене чыслама манмрĕç - пĕрремĕш тавар туянакансем асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 октября 2006
00:00
Поделиться
;