Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнарсем каллех çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Иван Сладковăн спортри малашлăхĕ пысăк. Вун тăватă çулта кăна пулин те, чылай сумлă ăмăртура чи вăйлисен шутне кĕме пултарнă вăл. Медальсемпе кубоксем те, парнесем те – вун-вун унăн. Нумаях пулмасть çамрăк каччă ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Атăлçи федераци округĕн первенствинче чемпион ятне илнĕччĕ. Хальхинче вара Раççей первенствинчен çĕнтерÿпе таврăнчĕ.

Оренбург облаçĕнчи Бугуруслам хулинче иртнĕ турнира пĕтĕмпе çичĕ округри кĕрешÿçĕсем хутшăннă. И.Сладков Атăл тăрăхĕнчи хуласен пĕрлештернĕ командишĕн тупăшнă. 42 килограмчченхи виçе категорийĕнче вăл бронза призер пулса тăнă. Ку виçере кавир çине пĕтĕмпе 34 кĕрешÿçĕ тухнă. Çакна та асăнмалла, ăмăртура Чăваш енĕн пĕрлештернĕ командин тренерĕшĕн ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕн преподавателĕ Андрей Павлов пулнă.

1991 – 1992 çулсенче çуралнă хĕрачасене вара Раççей чемпионачĕ Краснодар крайĕнчи Армавир хулине пуçтарнă. Кунта та вăрнарсем ăнăçлă ăмăртнă. Поселокри  2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Ирина Львовапа Елена Сладкова харпăр-хăй виçе категорийĕсенче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Раççей чемпионатне асăннă кĕрешÿçĕсене Юрий Львов, Андрей Павлов, Виталий Трофимов тренерсем хатĕрленĕ.

Иртнĕ эрне вĕçĕнче Шупашкар хулинче çак çулсенчех çуралнă каччăсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипех республика первенстви иртнĕ. Унта Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Сергей Львов пĕрремĕш вырăн йышăннă. Артем Владимиров (1-мĕш шкул), Алексей Васильев (2-мĕш шкул) тата Леонид Платонов (Мăн Явăш) бронза призерсем пулса тăнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 октября 2006
00:00
Поделиться
;