Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Грант çĕнсе илнĕ

2006-2010 çулсем валли вĕрентĕве аталантарассипе йышăннă тĕллевлĕ програмăна пурнăçа кĕртес  тата çитĕекен ăрăва вĕренме тата аталанма тивĕçлĕ условисем туса парас тĕллевпе республикăра август - сентябрь уйăхĕсенче грантсен конкурсне ирттернĕ.

Конкурса тăратнă 121 ĕç хушшинче çĕнтерÿçĕсен йышне Вăрнар районĕнчи виçĕ вĕрентÿ учрежденийĕ те лекнĕ, вĕсем - поселокри 3-мĕш «Ромашка» ача сачĕ, Пăртасри вăтам шкул тата Вăрнарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ.

25 пин тенкĕпе танлашакан гранта çĕсе илнĕ педколллективсем аталану проекчĕсенче, тĕпрен илсен, воспитани процесне çĕнĕлĕхсем кĕртесси, ун пахалăхне тата илĕртÿлĕхне ÿстересси, йĕркене пăсма пултаракан ачасемпе  профилактика ĕçĕсем ирттересси çине ытларах тĕрев тунă.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 октября 2006
00:00
Поделиться
;