Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ÿкерчĕксемпе сочиненисен конкурсĕ

Пĕчĕклех вĕренни, пĕлĕве ăса хывни пуçа хăвăрт та çирĕп вырнаçать, ĕмĕрлĕхе асра юлать. Çавна май ачасем ăна-кăна ăнланма пуçласанах вĕсен тавракурăмне анлăлатма пуçламалла, тавралăхри хăрушсăрлăх йĕркисемпе паллаштарма тытăнмалла. Пĕчĕкренех тимлĕх пĕлтерĕшне ăнланакан, асăрханулăх мĕнне пĕлекен ача аслă пурнăçра та çухалса каймасть, тĕрĕс çулпа пырать. Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх пирки те çакнах калас килет. Кĕçĕннисене те, шкул ачисене те пур майсемпе усă курса çул-йĕр правилисене уçăмлă вĕрентни кирлĕ. Паллах, тĕрлĕ вăйăсем, конкурссемпе ăмăртусем ку ĕçре чи лайăх пулăшуçăсем.

ГИБДД уйрăмĕн пропаганда енĕпе тимлекен инспекторĕ А.Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, вĕренекенсене çул çинче инкек-синкеке лекесрен асăрханма хăнăхтарассипе çыхăннă мероприятисем районта час-часах иртеççĕ. Октябрь уйăхĕнче, акă, ГИБДД сотрудникĕсем ача-пăча пултарулăх çуртĕнче тимлекенсемпе пĕрле «Çул çинчи хăрушсăрлăх» конкурс йĕркеленĕ. Вăл икĕ енлĕ пулнă - ÿкерчĕксен тата сочиненисен конкурсĕсем. Ачасен ĕçĕсене хаклакансем пĕтĕмпе 48 ÿкерчĕкпе 12 сочинени пăхса тухнă. Конкурсантсем пурте тăрăшуллă тата пултаруллă пулнине палăртнă. Анчах кашниех çĕнтерÿçĕ пулаймасть-çке. Хăшĕ те пулин çавах чи маттурри те чи пултарулли. Ÿкерчĕксен конкурсĕнче 6-9 çултисен йышĕнче, акă Инга Егорова (Хапăс шкулĕ) çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Диана Панова (Иртеменкасси). 10-14 çултисем хушшинче малти вырăнсене Екатерина Степанова (Санарпуç), Нина Байкова (Хапăс), Оксана Петровăпа (Аçăмçырми) Лилия Тимофеева (Хирпуç) пайланă. 15-17 çултисен категорийĕнче пĕрремĕш Александр Храмов (Шĕнер)* иккĕмĕшсем Марина Александровапа Анастасия Сергеева (Çĕрпел) пулнă.

Сочиненисен конкурсĕнче те ачасем çул-йĕр хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене тĕрĕс çутатнă, çивĕч проблемăсене хускатнă. 10-14 çултисем хушшинчи çĕнтерÿçĕ - Наталья Ефимова (Вăрманкас). Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Ольга Смирновапа (Туçи Мăрат) Вадим Сапожников (Вăрнарти 2-мĕш шкул). 15-17 çултисен йышĕнче Ольга Тракован (Санарпуç) сочиненийĕсене чи лайăххи тесе йышăннă. Алиса Никитинапа (Хăмăш) Анастасия Лисичкина (Вăрманкас) - иккĕмĕшпе виçĕмĕш.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 ноября 2006
00:00
Поделиться
;