Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Акă вĕсем - районти чи маттур çемьесем

Районта «Çулталăкри чи маттур çемье» конкурса пуçласа 2003 çулта - Çемье çулĕнче - йĕркеленĕччĕ. Финала тухнă чи пултаруллă та маттур çичĕ мăшăра Çĕнĕ çул умĕн районти культура çуртĕнче чысланăччĕ. Анчах та лайăхран та лайăххи ята çĕнсе илме çемьесен пилĕк конкурс витĕр тухма тивнĕччĕ.

Районта мала тухнă çемьесем республикăри конкурсра та палăрма пултарчĕç. 2004 çулта, акă, Кульцаври Михайловсем «Чи туслă çемье» номинацин çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç.

Виçĕ çулта конкурс условийĕсем чылай ансатланчĕç. Кăçал унта хутшăнакансен сцена çине тухма тивмерĕ, апла пулин те вĕсем пуян документсем хатĕрлерĕç, харпăр-хăй çемйипе тĕплĕн паллаштарчĕç. Чи тĕлĕнмелли, «Çулталăкри чи лайăх çемье-2006» конкурс ытларах вĕрентÿ тытăмĕнче тимлекенсене пуçтарчĕ.

Кашни çемьенех хăйĕн традицисем, интересĕсем. Хăмăшри Галкинсем, акă, тĕрлĕ хуласене çул çÿреве тухса çÿреме кăмăллаççĕ, Мăньял Хапăсри Афанасьевсем алĕçĕпе кăсăкланаççĕ, Вăрнарти Шариповсем тата Туçи Çармăсри Михайловсем наука, тĕпчев ĕçĕсене парăннă, Шĕнер Ишекри Григорьевсем авалхи чăваш йăли-йĕркине тытса пыраççĕ, Уйкас Кипекри Федоровсем - спортăн чăн-чăн тусĕсем.

Çĕрпелти Роза Алексееван çемйи пирки вара уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Чăннипех ырă сăмаха тивĕç вĕсем. Шел, пурнăç çак кăмăллă хăрарăма чылай инкек кăтартнă. Малтанах чирлĕ ывăлне ура çине тăратма нумай чупма тивнĕ унăн. Нумаях пулмасть вара мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Паллах, çăмăл мар ăна, пĕччен пилĕк пепкипе юлнăскере. Анчах та чунне хытарать ырă чунлă хĕрарăм, ывăл-хĕрĕсене çĕршыва юрăхлă çитĕнтерессишĕн тăрăшать. Ахальтен мар Алексеевсен çемйи «Йывăрлăхсене çĕнтерме ăнтăлнăшăн» номинацире палăрчĕ.

Михайловсене  - «Чи туслă çемье», Федоровсене - «Спортпа туслă çемье», Шариповсене - «Творчествăлла çемье», Григорьевсене - «Чи ĕçчен çемье»,  Галкинсене - «Традицисемпе пуян çемье», Афанасьевсене - «Чи активлă çемье» номинацисенче чысларĕç, Хисеп грамотисмпе парнесем кÿчĕç.

Ырă тĕслĕх кăтартакан çемьесене социаллă хÿтлĕх органĕн ачасен пособийĕсемпе ĕçлекен пай специалисчĕ И.Смолина, район администрацийĕн пуçлăхĕн ячĕпе социаллă аталану пайĕн специалисчĕ В.Егорова саламларĕç, ырă хутшăнусене нумайлăха упраса хăварма ырă сунчĕç.

Тепĕр савăнăçлă самант та кĕтрĕ районти чи маттур çемьесене. Чыслав историпе краеведени музейĕнче иртнĕ май, унăн директорĕ Елена Ивановна Шарипова пурне те интереслĕ выставкăна çулçÿреве «илсе тухрĕ», авлхи ÿнерçĕсен  иконăсем, картинăсем çырас историйĕпе кăсăклăн паллаштарчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 ноября 2006
00:00
Поделиться
;