Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Мăн Явăш каччи – Раççей чемпионĕ

Анчахрах Мускавран Мăн Явăша савăнăçлă хыпар çитрĕ. Ентешĕмĕр, 18 çулхи Данил Туринге, «Динамо - Центр» спорт комплексĕнче алă вăйĕпе кĕрешсе виçĕ хутчен Мускав чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ.

Çамрăк спортсмен ултă çул ирĕклĕ майпа кĕрешсе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă.

Д.Туринге пĕр вăхăт бокспа тата каратэпе кăсăкланнă, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă, анчах вĕсенче малти вырăнсене йышăнайман. «Динамо - Центр» спорт комплексăн тренерĕпе Алексей Карпыневпа паллашнă хыççăн, чăваш каччин ăсталăхĕ хăвăрт ÿсме тытăннă - алă вăйĕпе кĕрешсе вăл ултă уйăхранах спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Çулталăкран Мускавра ирттернĕ ăмăртусенче Раççей чемпионĕ пулса тăнă.

Халĕ Д.Туринге Мускаври академире финанссен факультетĕнче вĕренет. Унăн тĕп тĕллевĕ - академирен ăнăçлă вĕренсе тухасси тата  Раççейĕн абсолютлă чемпионĕн титулне çĕнсе илесси.

Раççейри Госкомспорт алă вăйĕпе кĕрешессине малашне те анлă аталантарса пыма тĕллев лартнă. Ку вăл çĕршывра терроризм юхăмĕ тарăн тымар ярса пынипе çыхăннă. Спортăн ку тĕсĕ преступниксене хирĕç тăма, хÿтĕленме лайăх майсем туса парать. Акă мĕншĕн çĕршывăн 45 регионĕнче алă вăйĕпе кĕрешекенсен пĕрлешĕвĕсене йĕркеленĕ. Спортсменсем çитес çул терроризма хирĕç кĕрешес енĕпе ирттерекен спартакиадăна хутшăнма хатĕрленеççĕ. Данил Туринген ĕмĕчĕ те, шанăçĕ те пур: йывăрăш енĕпе 75 килограма çитсе тĕнче шайĕнчи пысăк ăмăртура çитĕнÿ тăвасси.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 ноября 2006
00:00
Поделиться
;