Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнар каллех йывăр атлетсене пуçтарчĕ

Йывăр йăтассипе çыхăннă упражненисем авалхи вăхăтрах анлă сарăлнă. Пĕрремĕш официаллă тупăшусене вара США-ра XIX ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче ирттерме пуçланă. 1896 çултанпа йывăр атлетикăна Олимп вăййисен программине кĕртнĕ. Ун чухне атлетсене виçе категорийĕсем çине уйăрас йăла пулман, штангăсене пĕр тата икĕ алăпа çĕклессипе тупăшнă.

Раççейре йывăр атлетика аталанăвне В.Ф.Краевский врач ячĕпе çыхăнтараççĕ. Шăпах вăл 1885 çулта Питĕрте йывăр атлетикăна кăмăллакансен кружокне йĕркелекенни пулнă.

Шăмат кун Вăрнарти спорт комплексĕ каллех йывăр атлетсене пуçтарчĕ. Ку хутĕнче республика чемпионатне 1988 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех çулсенчи çамрăксем хутшăнчĕç. Турнирта Етĕрне, Вăрнар, Елчĕк, Улатăр районĕсен, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен спортсменĕсем тупăшрĕç.

Мĕн каçчченех тăсăлнă ăмăрту спортăн ку тĕсĕнчи чăн-чăн чемпионĕсене палăртма май пачĕ. Кашни ÿсĕмпе виçе категорийĕнчех çамрăк спортсменсем рекорд çапма тăрăшрĕç, кашни подходра штангăсен йывăрăшне хушса пычĕç. Анчах та юлашкине пурте çĕнме пултараймаççĕ - камăн хушма йывăрăша çĕклеме алă вăйĕ çитмерĕ, кам правилăсен пăсрĕ тата ыт. те.

Пирĕн районăн çамрăк атлечĕсем, Юрий Павлович Агилов тренер патĕнче ăсталăха туптаканскерсем, ку чемпионатра япăх мар ăмăртрĕç. 34 килограмлă виçе категорийĕнче, акă, Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Артем Максимов пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

42 килограмлă виçере Владимир Саженков та пĕрремĕш пулчĕ. Дмитрий Максимов виççĕмĕш, Денис Тимофеев пиллĕкмĕш вырăнсене тухрĕç.

Пĕтĕмĕшле кăтартупа вара вăрнарсен команди - пиллĕкмĕш.

Çакна та каласа хăвармалла: ăмăртăва пирĕн ентешĕмĕр - йывăр атлетика енĕпе пĕрре мар республика чемпионĕ Алексей Кириллов та - хутшăнчĕ. Конкурс йĕркипе мар пулин те, I спорт разрячĕн нормативне пурнăçлама пултарчĕ вăл.

Республика чемпионачĕн участникĕсене çак кун район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Сергей Павлов, йывăр атлетсен республикăри федерацин президенчĕ, ăмăртăвăн тĕп судйи Геннадий Иванов саламларĕç, парнесемпе, медальсемпе чысларĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 ноября 2006
00:00
Поделиться
;