Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăс-хакăл çутлăхĕн çулне халалларĕç

Ăс-хакăл çутлăхĕпе чун аталанăвĕн çулталăкĕ çинчен калакан указа пурнăçа кĕртсе кăçал Калининăри библиотекăра вулакансемпе çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ мероприятисем ирттертĕмĕр.

Ăс-хакăла аталантарасси чи малтанах тăван аннене, киле, яла, Тăван çĕршыва юратнинчен пуçланать. Çавна май иртнĕ уйăхра эпир вулакансем хушшинче «Ман юратнă тăван ял» темăпа сочиненисен конкурсне йĕркелерĕмĕр.

Кашни конкурсантах хăй çуралнă тăван ялне ытарлăн сăнланă. Çапах та эпир чи лайăххине палăртрăмăр. Çĕнтерÿçĕсем Калининăри вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренекенсем пулчĕç. Пĕрремĕш вырăна тухнă Ангелина Васильева тăван Хăмăш ялĕ çинчен çырнă. Иккĕмĕш вырăнта - Кÿстÿмĕрти Анастасия Баринова, виççĕмĕшĕнче - Чăрăш Шĕнерти Марина Виноходова тата Калининăри Виктория Кудрявцева. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе тата пĕчĕк парнесемпе чысларăмăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 ноября 2006
00:00
Поделиться
;