Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хуçалăх ĕçченĕсем спартакиадăра ăмăртнă

Уй-хирти ĕçсене вĕçленĕ, апла пулсан канма та вăхăт. Анчах канмалла тени ним усăсăр алă усса лармалла тенине пĕлтермест. Çанă тавăрса вăй хуракан канма та пĕлет, пушă вăхăтне те усăллă та интереслĕ ирттерет. Акă, хурăнсур-çармăссенех илер. «Хорнзор» ял хуçалăх предприятийĕнче тимлекенсем, спортпа туслăхскерсем тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыраканскерсем, кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ ятпа йĕркеленĕ спартакиадăра ăмăртнă. Ăна ял хуçалăх ĕçченĕн кунне халалланă. Ака-суха тума тата выльăх-чĕрлĕх ÿстерме кăна мар, спортра та пысăк ÿсĕмсем тума пултарнине кăтартнă хуçалăх ĕçченĕсем.

Спартакиада программине спортăн пилĕк тĕсне кĕртнĕ: арçынсем футболла, хĕрарăмсем пионерболла выляса хăйсем хушшинче чи маттуррисене палăртнă. Кунсăр пуçне хĕрарăмсем те, арçынсем те канат туртассипе хăшĕсем вăйлăраххине çирĕплетнĕ* 100 метрлă дистанцие чупассипе эстафетăра та çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Уй-хирте, фермăра вăй хуракан хĕрарăмсенчен чи активлисем Тамара Гаврилова, Надя Васильева, Нина Гаврилова, Валентина Егорова пулнă. Автопаркра тимлекенсенчен Борис Никитина, Анатолий Артемьева, Виталий Плеханова уйрăмах асăнмалла. Шкул ачисем те спартакиадăна хутшăнмасăр юлман. Ленăпа Нина Ивановасем, Таня Васильева, Дима Кузьмин, Олеся Арсентьева, Андрей Иванов тата ыттисем те аслисемпе тан тупăшнă.

Тăватă сехет ытла тăсăлнă спорт уявĕ. Ăмăртусем хыççăн çĕнтерÿçĕсене парнесем парса чысланă. «Хорнзор» хуçалăх предприятийĕ ăмăртăва хутшăнакансене, вĕсене хавхалантарма килнĕ куракансене вĕри те техĕмлĕ шÿрпепе хăналанă.

Каласа хăвармалла, хурăнсур-çармăссем çакнашкал уяв-ăмăртусене час-часах ирттереççĕ. Спорт сывлăха çирĕплетме пулăшнине, ĕçре вăй-хăват парса тăнине лайăх ăнланаççĕ вĕсем.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 ноября 2006
00:00
Поделиться
;