Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăйă-кулă ачасене аталанма пулăшать

Уяв пуриншĕн те уявах – пĕчĕккисемшĕн те, аслисемшĕн те. Юрă-ташă тесен никам та тăп лараймĕ. Кĕçĕннисене аслисем мĕн пĕчĕкренех сăвă калама, уçă сассисемпе илемлĕ юрăсем шăрантарма вĕрентни, кĕлеткене аталантаракан ташă хусканăвĕсене хăнăхтарни вара таврари илеме, пурнăçа, пĕр-пĕрне юратма вĕрентнипе танах. Енчен те ачасем пĕр-пĕрне хисеплесе, пĕр коллектива чăмăртанса ÿсеççĕ пулсан (уявсенче пĕрле юрласа-ташласа савăнни, паллах, ку тĕлĕшпе уйрăмах пысăк пулăшу парать), çакă вĕсем чун-чĕрепе пуян, ырă кăмăллă та ăшпиллĕ, çав вăхăтрах çирĕп те тĕреклĕ çынсем пулса çитĕнессе ĕненме шанăç парать.

Палăртмалла, Калининăри «Светлячок» ача садĕнче те эстетикăлла воспитани парассине ытти ыйтусемпе пĕрлех малти вăрана кăлараççĕ. Уявсем, вăйă-конкурссем ирттересси кун та ырă йăлара. Акă, нумаях пулмасть, кĕçĕн тата вăтам ушкăнсене çÿрекенсем Кĕркунне уявне кĕтсе илчĕç. Капăр тумлă, йăл кулăпа çиçекен сăнлă шăпăрлансем кĕрхи çулçăсемпе илемлетнĕ зала пухăнчĕç. Аслăрах тантăшĕсем те, ашшĕ-амăшĕсем те ытараймасăр пăхса савăнчĕç пĕчĕк хĕрсемпе каччăсем çине. Лешĕсем, нумай халăх умне тухма хăнăхманскерсем, вăтанчĕç пулин те, хăйсен пултарулăхне маттур кăтартрĕç, кĕркуннене халалласа сăвăсем вуларĕç, юрласа ташларĕç, вăйăсем вылярĕç. Ачасем патне хăнана Çумăр та килчĕ, пурне те хура пĕлĕтсенчен тăкăнакан тумламсемпе «йĕпетсе» хăварчĕ. Ăшă та çутă Хĕвел килсе хăйĕн сарă пайăркисене сапрĕ, çумăр хыççăн ăшăтрĕ, арçын ачасемпе хĕр ачасене юрра-ташша чĕнчĕ. Кĕркуннене вара уйрăмах хавассăн кĕтсе илчĕç вĕсем. Кашни сăвăпа, юрăпа, ташăпа та вăйăпа ăна саламларĕç, унпа мухтанчĕç.

Пĕчĕк пулин те, пахчара ĕçлеме те пулăшаççĕ иккен ашшĕ-амăшне ывăлĕсемпе хĕрĕсем. Пахча-çимĕçе пуçтарса кĕртессинчен те аякка юлман вĕсем ахăртнех. Çакна пахча-çимĕç пуçтарассипе çыхăннă конкурсра çирĕплетрĕç. Сапаласа хунă çимĕçсене пĕринчен тепри хăвăртрах витресене пухрĕç - нихăшĕн те кая юлас килмерĕ.

Чăнахах хаваслă та яланлăхах асра юлмалли кун пулчĕ ку. Кашнин чĕрисенчех ырă йĕр хăварчĕ вăл. Ачасен савăнăçпа тулнă куçĕсене курсанах телей мĕнне яруççăн ăнланатăн.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 ноября 2006
00:00
Поделиться
;