Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăс-хакăл культури ан чактăр

Чăваш Республикин Президенчĕ Чăваш ен культурине упраса хăварас тата аталантарас енĕпе йышăннă тĕллевлĕ программăсем пурнăçа пысăк хăвăртлăхпа кĕрсе çирĕпленчĕç. Çав шутрах – ял библиотекисене пулăшасси те.

Çĕршыва ертсе пыма, аталантарма ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен аталаннă ăру кирлĕ. Çакна шута илсех ĕнтĕ республика ертÿçи вулав çурчĕсене пĕтĕм тĕнчери стандарта тивĕçтермелле çĕнетме шутланă та ĕнтĕ.

- Пирĕн Президент халăхăн культурине аталантарма мĕн кирлине, çĕнетсе улăштарни еплерех тутлăхлă «çимĕç» панине малтанах курса тăрать. Эпир вара çакна ĕçе туса çитерсен кăна куратпăр,- Уйкас Кипек ял поселенийĕн пуçлăхĕн Людмила Валерьяновна Илларионован сăмахĕсенче ку тăрăхра тĕслĕх библиотекăна уçма май килнишĕн савăнни çеç мар, республика Президентне Н.Федорова тав туни те палăрчĕ.

Уйкас Кипекри ял библиотекине уçма вара чылаййăн пуçтарăнчĕç. Кĕрсенех асамлăх тĕнчинче йыхравлакан, хăтлă пÿлĕмре шкул ачисем ăмăртмалла тенĕ пек çĕнĕ те хитре ÿкерчĕклĕ кĕнекесемпе паллашаççĕ. Тÿрех калам, çитĕнекен ăрăвăн ăс-тăнне аталантарма, информаци илеслĕхне ÿстерме библиотека ертÿçи Елена Николаевна Петрова сахал мар тăрăшнă. Тĕрлĕ енлĕ стендсем пĕлÿ тĕнчине чăнахах илĕртеççĕ: «Сывлăх çăлкуçĕ», «Пĕлÿ тĕнчинче», «Вĕçĕ-хĕррисĕр ыркăмăллăх», «Çĕр – пире тăрантаракан», «Право информацийĕн кĕтесĕ» тата ытти те. Вунă пинрен те иртекен кĕнеке фончĕ те тĕрлĕ енлĕ литературăпа туллин паллаштарать, вăл шутра вырăс тата ют çĕршыв классикĕсен, чăваш халăх писателĕсен шедеврĕсем çеç мар, энциклопедисемпе тĕрлĕ справочниксем, словарьсем чылай.

Тĕслĕх библиотекăна уçнă ятпа тивĕçнĕ компьютер технологийĕ, информацие алла илме пулăшакан компакт-дисксемпе вĕрентÿллĕ электронлă пособисем те вулакансен йышне ÿстерме, ял çыннисене кĕнекепе çирĕпрех туслашма май парĕç. Вулакансем тенĕрен, уйкас-кипексен вĕсен активлăхĕпе мухтанмалăх пур – вĕсен шучĕ 600-е яхăн.

Çакна та калас пулать, библиотека паян чăваш йăли-йĕркине тĕпчес енĕпе ĕçлет. Çакна кунта хăйне евĕрлĕ аваллăх кĕтесне уçни те çирĕплетет, унта чăваш тĕррисемлĕ кĕпесемпе алшăллисем, пир тĕртмелли станок, кил-хуçалăхĕнчи хăшпĕр япаласем вырăн тупнă.

Модельлĕ библиотекăна уçма уйкас-кипексем тивĕçлипех хатĕрленнĕ. Вăрман Кипекри шкул ачисем хăнасене чăвашсен йăли-йĕркипе çăкăр-тăварпа, культура ĕçченĕсем юрă-ташăпа, вăйă-кулăпа кĕтсе илчĕç. Андрей Борисов паллаштарнă «Кипек ен литература ăстисем» электронлă презентаци уйрăмах пурне те килĕшрĕ. Вĕренекен компьютерпа ăста усă курчĕ çеç мар, ку тăрăхра çуралса ÿснĕ писательсемпе ăсчахсем, наукăпа культура çыннисен пултарулăхĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Çĕнелсе хитреленнĕ, оргтехникăпа тата çĕнĕ сĕтел-пуканпа, литературăпа пуянланнă библиотекăн малашлăхĕ пысăк. Вăл халăхăн ăс-хакăл «туприне», культура шайне ÿстерме пулăшĕ - çирĕплетрĕç Уйкас Кипек ял поселенийĕн пурлăхĕ Л.Илларионова тата Вăрман Кипекри шкул директорĕ Т.Петрова. Район администрацийĕн экономика тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Никифорова уйкас-кипексем Чăваш ен Президенчĕн политикине çирĕп тытса пынине, республикăри ялсене аталантарассипе йышăннă тĕллевлĕ программăсене хăйсем патĕнче тухăçлăн пурнăçа кĕртсе пынине палăртрĕ. Модельлĕ библиотека – пысăк калăпăшлă пĕрремĕш ĕç мар. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн кăна кунта Уйкас Кипекĕн пĕр урамĕпе Вăрман Кипек шкулĕ таранччен тата Енĕш ялне çитиччен асфальт çул сарчĕç, Уйкас Кипек ял варринчи ишĕлекен кĕпере юсарĕç.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Людмила Илларионован сăмахĕсенчен ĕç планĕсем тата пысăкрах пулни палăрчĕ. Пĕрремĕш тумалли ĕçсен шутĕнче – Енĕшре те тĕслĕх библиотека уçасси. «Ялсене пĕтме парас марччĕ, халăхăн канма, ĕçлеме, аталанма тивĕçлĕ условисем пулччăр»,- терĕ вăл.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 ноября 2006
00:00
Поделиться
;