Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăспа пурăнсан, им-çам кирлĕ мар

Сывлăха сутăн илеймĕн, тенĕ ваттисем. Ку сăмахсемпе пĕтĕмпех килĕшес килет. Ача чухне çакăн çинчен ытлашши шухăшламастпăр, палах. Анчах , каярахпа, ÿссе çитĕнсен хамăрăн,  çывăх çыннăмăрсен сывлăхĕшĕн пĕтĕм чунтан пăшăрханма тытăнатпăр. Çапла вара хамăра упрамасан, пурнăç тăршшĕпе сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пымасан, кайран хытах ÿкĕнме те тивĕ, нимĕнле эмел те пулăшаймĕ. Апла пулсан, ĕмĕр тăршшĕпех мул пухиччен, сывлăха çирĕплетсе кĕлеткепе чуна тĕреклетесси  пурнăçри тĕп тĕллев пулмалла мар-ши; Ку ĕçе мĕн пĕчĕкренех ,ача çулĕнченех, пуçăнсан аван. Тин кун çути курнă пепкен те сывă пурнăç йĕрки мĕнне пĕлмелле: психика тĕлĕшĕнчен аталанма ашшĕ-амăшĕн юратăвне туймалла, йăл куллине, ыркăмăллăхне курса ÿсмелле* черченкĕ алли-урисене вăй кĕртме тĕрлĕ хусканусем тумалла тата ытти те. Ясли-садиксенче, шкулсенче те ачасен психикăпа кĕлетке сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе хатĕрленĕ ятарлă прграммăсемпе ĕçлеççĕ.  Вĕренекенсем киревсĕрлĕх тыткăнне ан лекччĕр - эрех-сăрапа ан туслашччăр, наркотиксемпе ан паллашччăр - тесе педагогсем хăйсенчен мĕн кирлине пĕтĕмпех тума,пĕрмаях ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшаççĕ.

Официаллă медицина сĕнекен мелсемпе танах халлĕхе çирĕпленмен меслетсем те пурнăçа кĕрсе пыраççĕ сывă пурнăç йĕркине йăркелессипе çыхăннă ăслăлăха. Эффективлă пулнине кура, вĕсене тимлĕх уйăрмасăр май çук. Халăха вĕсемпе паллаштармалла, паха енĕсене тата сиенне (пур  пулсан) тĕплĕн ăнлантармалла. Пĕтĕмĕшле илсен, çын ăçта та пулин вуласа пĕлсе е такамран илтсе хăй тĕллĕн ку меслетсемпе ан усă куртăр. Кама мĕн юранине е юраманнине сире сиплекен тухтăр кăна тĕрĕс калама пултарать.

Ачасем хушшинче ăнлантару ĕçĕсем ирттересси  те питĕ пĕлтерĕшлине палăртмалла, çакă аслисемшĕн тĕп тĕллев пулмалла. Нумаях пулмасть, ача-пăча пултарулăх çуртĕнче «Сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине инновациллĕ тата йăла кĕмен меслетсемпе йĕркелесси» темăпа уçă калаçу иртрĕ. Унта Республикăри психологи центрĕнчи Сывлăх лабораторийĕнче тимлекен Н. Федорова, районти  врач-нарколог И. Михайлов хутшăнчĕç. Районти шкулсенчен пухăннă вĕренекенсемпе педагогсем хĕрÿ тавлашура «сывлăх» ăнлав мĕне пĕлтернине палăртма тăрăшрĕç,  психикăпа кĕлетке сывлăхĕн критерийĕсемпе паллашрĕç. Н. Федорова, хăй те чылай çул вĕрентекен пулса тимленĕ май, ачасен шухăшĕсене, вĕсен кăмăл-туйăмне тĕрĕс ăнланать. Çавна май, Сывлăх лабораторийĕ ĕç меслечĕсемпе профилактика мероприятийĕсене хатĕрленĕ чух çак уйрăмлăхсене тĕпе хунине пĕлтерчĕ.

И. Михайлов врач-нарколог ачасемшĕн çемье ăшши, килти лайăх лару-тăру, çывăх çыннисен ырă та çепĕç хутшăнăвĕсем чи кирли пулнине çирĕплетрĕ. Нумайăшĕ пирус туртни,  наркотиксемпе айкашма хăтланни чир тесе шутламаççĕ. Ку пачах тĕрĕс мар. Малтан айкашатăн кăна тейĕпĕр - кайран çакă сыватайми чире куçать, çыннăн çамрăклах кĕлетки анчах мар, чун-чĕри те сиенленет. Ашшĕ-амăшĕ ĕçекен-туртакан* йывăррăн, аманса çуралнă ачасем ырă маар йăласен тыткăнне ытларах кĕрсе ÿкеççĕ иккен. Çав шутах компьютер, «хăрах алăллă вăрă-хурах» вăййисемсĕр пурăнайми пулни те кĕрет.  «Палах, сиплев меслечĕсем тĕрлĕрен. Хаçат-журналсенче халăх медицини, уйрăм клиника-центрсем сĕнекен мелсем те нумай. Анчах вĕсем хыççăн «куçа хупса» ан кайăр. Пĕрне пулăшни, теприне сиен кÿме пултарать. Сăмахран, хăть мĕнле курăка та йĕркине, виçине пĕлсе ĕçмелле. Малтан яланах тухтăрсемпе канашлăр», - палăртрĕ Игорь Валерьевич.  Ачасене йывăр вăхăтра ыратăва чĕрере усрамасăр ашшĕ- амăшĕсенчен е тухтăрсенчен пулăшу ыйтма сĕнчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 декабря 2006
00:00
Поделиться
;