Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

50 çултан тĕл пултăмăр

Калининăри вăтам шкула çур ĕмĕр каялла вĕренсе пĕтернисен тĕл пулу кунне савăнсах кĕтсе илтĕм. Эпир вĕреннĕ икĕ хутлă йывăç çурт тахçанах çук ĕнтĕ, хальхи шкул керменĕ пачах урăх вырăнта ларать. «Эпир сире питĕ хавас!» - йыхравлать шкул алăкĕ çинчи транспарант.

Акă эпĕ тăван шкулта. Ман хыççăнах чаплă тăхăннă, хулпуççи урлă çулçÿрев сумкине çакнă патвар кĕлеткеллĕ арçын кĕрсе тăчĕ. Пăхатпăр пĕр-пĕрин çине палласа илес кăмăлпа. Самаях улăштарать иккен вăхăт этеме. «Эпĕ 10-мĕш «б» класри Геннадий Кудрявцев»,- чăсрĕ вăл аллине.

Геннадий Федорович Кудрявцев, Кивьял Нурăс ачи, Балашовăри летчиксем хатĕрлекен Сывлăш Çарĕн аслă училищине пĕтернĕ хыççăн 25 çул çар транспорт самолечĕн командирĕ пулса вĕçнĕ. Вăл тапхăртан 16 çулне «Байконур» космодромĕнче службăра тăнă. Халĕ Мускавра пурăнать, сăвăсен икĕ кĕнекин авторĕ, Раççей писателĕсен союзĕн членĕ.

Пире шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Сĕтел хушшинче тем çырса ларакан Валерий Федорович Федоров та, çак тĕлпулăва йĕркелеме сумлă тÿпе хывнăскер, Кудрявцева тÿрех палласа илеймерĕ.

В.Федоров – Чăрăш Шĕнер ачи, халĕ Чулхула облаçĕнчи Дзержинск хулинче пурăнать.

Пурĕ вунтăваттăн пуçтарăнтăмăр тĕл пулăва. Паянхи шкул тасалăхпа-тирпейлĕхпе тĕлĕнтерчĕ. Ун пурнăçĕпе кăсăкланса паллашрăмăр. Акă компьютер пÿлĕмĕ, шкул дирекцийĕпе ачасем хатĕрленĕ халăх музейĕ. Хамăра вĕрентнĕ учительсен сăн ÿкерчĕкĕсене курма уйрăмах кăмăллă пулчĕ.

Пирĕн вăхăтра шкулта вĕренекенсен йышĕ пысăкчĕ, вуннăмĕш «а», «б», «в» тата «г» классенче пĕтĕмпе 150 ачаччĕ. Халĕ вара çулсеренех классенче вĕренекенсен шучĕ чакса пырать.

Калининăри вăтам шкул пархатарлă ĕçне пысăк утăмпа, çÿллĕ шайра туса пынишăн эпир чунтан савăнтăмăр. Вĕренекенсен концертне пăхса килентĕмĕр, 50 çул каялла пĕрле ăс пухнă тантăшăмсемпе чылайччен калаçса лартăмăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 декабря 2006
00:00
Поделиться
;