Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ачасен пултарулăхĕ

Чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕ – Амăшĕн кунĕ. Анне - çĕр çинче чи хаклă çын. Вăл - çут тĕнче, тÿпери сарă хĕвел. Аннесĕр пурнăç та пурнăç мар. «Ашшĕсĕр ача - çур тăлăх, амăшĕсĕр ача – хăр тăлăх»,- тенĕ ваттисем. Аннене кÿрентерме кирлĕ мар, ăна яланах ăшă сăмахсемпе савăнтармалла.

Çак уяв ячĕпе, аннесене юратса тата хисеплесе, Чăрăшкас Хирлепри культура çуртĕнче чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче концерт пулчĕ. Ăна хатĕрлекенĕсем – культура çуртĕнчи художество ертÿçи Ольга Петровна Иванова тата Чăрăшкас Хирлеп шкулĕнчи вожатăй Ирина Валерьевна Леонтьева. Концерт пурне те питĕ килĕшрĕ. Шкул ачисемпе клубра ĕçлекенсем пире хăйсен юррисемпе тата ташшисемпе савăнтарчĕç.

Галина Петрова библиотекарь илемлĕ сассипе çепĕç юрăсем шăрантарчĕ. Халăх ăна кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупса ăсатрĕ.

Шкулта вĕренекенсен ташшисем те пурне те тыткăнларĕç. Ташша хĕр ачасем кăна мар, арçын ачасем те ăста иккен. 6-мĕш класра вĕренекен Димăпа Денис Ивановсем тата Максим Данилов çав тери хитре ташлама пултарнине пĕлмен те эпир.

5-мĕш класра вĕренекенсен «Анне» юррине те кăмăлларăмăр. Юрланă чух вĕсен куçĕсенче хăйсен амăшĕсене чунтан юратни палăрать. Сценкăсенче те вĕренекенсем хăйсене чăн-чăн артистсем пек кăтартрĕç. Курса ларакансем вĕсене чылайччен алă çупса хавхалантарчĕç.

Мĕнле концерт-ха вăл ертÿçĕсемсĕр; Ку енĕпе Ольга Ивановăпа Наталья Андреева чăнах та пултараççĕ. Концерта йĕркелекенсене те, унта хутшăнакансене те ял халăхĕ тав сăмахĕ каларĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 декабря 2006
00:00
Поделиться