Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Аннесем умĕнче эпир ĕмĕр парăмра

Санăн çĕршыв, пĕтĕм халăх умĕнчи чи пысăк тивĕçе - ача çуратса обществăна кирлĕ çын туса ÿстернине, тĕрĕс воспитании панине - нимĕнле парнепе те, мулпа та ылмаштараймăн. Мĕн чун панăранпах тăван тĕпренчĕкÿшĕн хыпса çунатăн, ăна мĕн пăшăрхантарнине, вăл мĕншĕн куляннине куçран пăхса пĕлетĕн, чунпа сисетĕн эсĕ, аннеçĕм. Çепĕçлĕх, ăшă сăмах, ыр кăмăллăх кашни ачушăн çителĕклĕ санăн, чĕрÿ яланах уçă. Аннеçĕм, эпир ĕмĕр сан умăнта парăмра...

Ахăртнех, çакнашкал сăмахсем иртнĕ вырсарникун кашни çемьерех янăрарĕç пулĕ. Ывăл-хĕрĕсем çĕр çинчи чи çывăх çынсене - Аннемĕрсене - уяв ячĕпе, паллах, саламламасăр хăвармарĕç.

Çак кунсенче Амăшĕн кунĕ ячĕпе кашни шкулта, культура учрежденийĕнче ăшă тĕл пулусем йĕркелерĕç.

Уйкас Кипекри культура çуртĕнче те вăл яланхиллех савăнăçлă иртрĕ7 Уяв тĕлне клуб ĕçченĕсем, ташă-юрă, драма кружокне çÿрекен ачасем чаплă концерт хатĕрленĕ. Культура çурчĕн директорĕ Лидия Михайлова ертсе пыракан çамрăк коллективăн хавхаланăвне, вĕсенче ял çыннин канăвне культурăллă ирттерме пулăшас туртăм пуррине тÿрех асăрхама тÿр килчĕ.

Тÿрех каламалла, кашни номере тăрăшса, чунтан калăпларĕç вĕсем. Шÿтсене, акă, пурнăçра час-часах тĕл пулакан пулăмсем çинче никĕслерĕç, ĕçкĕçсене, тÿрккес çынсене питлерĕç. Юрăсем, паллах, çак кун пĕтĕмпех Аннесем ячĕпе пулчĕç. Амăшĕсенех чăваш тата Хĕвелтухăç ташшисене парнелерĕç.

Лидия Михайлова, Оля Егорова, Оля Петрова, пĕртăван Иустинăпа Света Егоровасем, Лида Андреева, Ксения шоркина, Таня Андреева, Таня Шоркина - артистсен йышĕ пысăках мар пулин те, вĕсем ял çыннисен кăмăлне самяах çĕклерĕç. Юрă-ташă, шÿт ăстисене вĕсем тăвăллăн алă çупса тав турĕç.

 

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул пурнăçĕ те иртнĕ эрнере Амăшĕн кунне халалланă мероприятисемпе тулăх пулнă. Шкул ачисем вĕсене кашнинех пысăк хавхаланупа хутшăннă.

8-11-мĕш классем хушшшинче йĕркеленĕ «Пĕтĕмпех ун çинчен» сочиненисен конкурсĕ анне çинчен калакан чылай паха ĕçе тупса палăртма май панă. 8-мĕш «б» класри Евгения Константинован (руководителĕ - О.Д.Костянецкая), 10-мĕш «б» класри Евгения Сердюкăн (В.Н.Сердюк) тата 9-мĕш «а» класри Елена Артемьеван (Е.Н.Горбунова) ĕçĕсем вара - чи лайăххисем.

«Пурнăçăн илемлĕ сăррисем - пĕтĕмпех сан вали» ÿкерчĕксен конкурсĕ Уйрăмах пысăк активлăхпа иртнĕ. Хутăш препаратсен завочĕпе пĕрлешсе йĕркеленĕрен, çамрăк сăрă ăстисен ĕçĕсенчен завод управленийĕн ларусен залĕнче ятарлă выставка уçнă. Чи маттуррисене  хаклă парнесемпе хавхалантарнă.

Çак кунсенче шкул хăй тытăмлăхĕ те пысăк ĕçсем туса иртттернĕ. Культура министерствин членĕсем пысăк стена хаçачĕ кăларнă, ку ĕç çавăн пекех кашни класрах анлă сарăлнă.

Завод управленийĕн ларусен залĕнчи пĕтĕмлетÿллĕ уяв вара шкул ачисемпе вĕрентекенсен асĕнче яланлăхах юлĕ. Йĕркелÿçисем - И.Савин, Б.Борисов, Г.Мефодьева тата Н.Игнатьева - Амăшĕн кунне çав тери çÿллĕ шайра ирттернĕ. Унта хутшăнакансем пурте парнесене тивĕçнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 декабря 2006
00:00
Поделиться
;