Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Аннесене савăнтарчĕç

 

Анне... Мĕн тери телейлĕ эпир çĕр çинче аннесем пуррипе. Акă, амăшĕсен кунне халалласа ноябрĕн 25-мĕшĕнче Упнер клубĕнче кану каçĕ иртрĕ. Кунсăр пуçне «Сире валли, аннесем» ятпа кĕнекесен куравне йĕркелерĕмĕр. Малтанах уяв ячĕпе пурне те клуб ертÿçи Наталья Владимировна Степанова саламларĕ. Ачасем сăвăсем каларĕç, юрăсем шăрантарчĕç, амăшĕсене ташăсем парнелерĕç. Пилĕк çулти Стас Сергеевпа Владик Шашкаров вуланă сăвăсем уйрăмах чуна тыткăнларĕç. Пилĕк ача амăшĕ Зоя Захаровна Савельева сăмах илнĕ май, ĕçкĕ-çикĕне пула çемьесем арканни, ачасем тăлăха юлни çинчен пăшăрханса каларĕ. «Каçсеренех клуба пуçтарăнса паянхи пек юрлăр, ташлăр, пире савăнтарăр», - терĕ вăл.

«Ăçта, хăçан, мĕн» виктоина çĕнтерÿçи вара, йывăр та кăсăклă ыйтусем çине хуравласа, Нела Сергеева пулса тăчĕ. Юлашки конкурсра çамрăк аннесемпе пулас аттесем тупăшрĕç. Жюри председателĕ Елена Андрианова пулас аттесем маттур пулнине, çапах та туслăх çĕнтернине палăртрĕ. Конкурссене хутшăнакансене парнесемпе хавхалантарма Люба Семенова пулăшу пачĕ.

Палăртмалла, Н.Степанова клуб ертÿçинче икĕ эрне çеç ĕçлет. Апла пулин те хăйĕн тавра çамрăксене пуçтарма пултарчĕ. Тирпей-илемшĕн те май килнĕ таран тăрăшать - клуб умĕнчи çĕмĕрнĕ картасене те юсаттарчĕ. Паллах, йывăрлăхсемсĕр мар ĕçре. Акă çамрăк ертÿçĕне поселокран ялти клуба ташă каçĕсене ÿсĕр çамрăксем килсе çÿрени пăшăрхантарать. Пĕр енчен вĕсем ырă мар тĕслĕх кăтартаççĕ, тепĕр енчен, ĕçре чăрмантараççĕ. Çавна май, каçхине милици сотрудникĕсен клубсем тăрăх рейдсем час-часах йĕркемсен аван пулĕччĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 декабря 2006
00:00
Поделиться
;