Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Савăнăçпа ырлăх ытларах пулччăр

Темиçе çул ĕнтĕ раштавăн виççĕмĕшĕнче тĕнчери вуншар çĕршывра инвалидсен кунне паллă тăваççĕ.

Юлашки çулсенче инвалидсен тата ытти категорири граждансен экономика, юридици, пурнăçпа йăла тĕлĕшĕнчи прависене хÿтĕлес тĕллевпе чылай саккун йышăннă.

Халĕ районта тĕрлĕ сăлтава пула инвалида тухнă 3566 çын шутланса тăрать. Çав шутра Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсем – 284-ăн, ачаран инвалида тухнисем - 184-ăн, Афган вăрçин инваличĕ - 1, Чернобыльти атăм электростцинчи инкекне пула инвалида тухнисем тăваттăн. Юлашки çулсенче халăхăн ĕçлеме пултаракан ÿсĕмĕнчи çынсем хушшинче инвалидсен ретне тăракансен шучĕ хушăнни пăшăрхантарать. Кăçал акă, медицинăпа социаллă экспертиза бюровĕн тĕрĕслевĕ витĕр 722 çын, е пĕлтĕрхинчен 14 процент ытларах, тухнă. Инвалида кăларнисенчен 211-шĕ - ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри çынсем.

Пĕрремĕш хут инвалида тухакансен йышĕ ÿсет. Инвалидлăх патне илсе пыракан чирсенчен ытларах чĕре, шыçă, сывлав органĕсен чирĕсене палăртмалла. Инвалидсен йышĕ ÿснин тĕп сăлтавĕ халăхăн пурнăç шайĕ чакса пынипе çыхăннă. Çавна май çынсем харпăр хăй сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе унчченхи пек профилактикăлла ĕçсем сахалрах туни курăнать. Çавăн пекех ку «Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн çăмăллăхсем кĕртнипе те çыхăннă.

Инвалидсем тĕлĕшпе йышăннă саккунсемпе килĕшÿллĕн халĕ инвалидсен прависем палăрмаллах анлăланчĕç. Анчах çак саккунсем вĕсен пурнăçне палăрмаллах лайăхлатрĕç тесе калаймăпăр. Сăмахран, инвалидсен информаци илме, социаллă инфраструктура объекчĕсене кайса çÿреме чăрмавсăр-мĕнсĕр пултарччĕр тесен пирĕн нумай ĕçлемелле-ха.

Ватлăхра пĕччен юлнă е инвалид çынсен пурнăçĕ çăмăл мар. Çакна шута илсе социаллă пулăшун тĕрлĕ формисем пур. Чи анлă сарăлнă форма ватăсемпе инвалидсене килти пулăшу парасси. Тепĕр мел - çурма стационарлă пулăшу, кун пек чухне ватăсем хăйсем валли ятарласа уçнă çурта хаçат-журнал вулама, тĕрлĕ пулăшу илме пухăнаççĕ. Виççĕмĕшĕ – вĕсене пăхакансем çук пирки ваттисен çуртне вырнаçтарасси.

1995 çултанпа Калининăри участок больници çумĕнче инвалид-ачасем валли реабилитаци уйрăмĕ ĕçлет. Унта ачасем кирлĕ медицина пулăшăвĕ илеççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ. Çак уйрăмра ăшă кăмăллă çынсем тимлеççĕ, вĕсем чирлĕ ачасемшĕн чунне пама хатĕр.

Патшалăх инвалидсене санаторисемпе курортсене кайма путевкăсемпе тивĕçтерме тăрăшать. Кăçал, сăмахран, 106 инвалид социаллă страховани фончĕ урлă хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултарчĕç.

Инвалидсен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе çыхăннă ыйтусене татса парассипе сывлăха сыхлас, халăха вĕрентес, ĕç тивĕçтерĕвĕн службăсемпе, обществăлла организацисемпе, патшалăхăн ытти учрежденийĕсемпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлени пысăк пулăшу парать. Пур çын та пурнăçа чыслă ирттерме тивĕç. Çавăнпа та тĕрлĕ сăлтава пула сусăрланнисене пуçа усма сĕнместпĕр. Сире, çирĕп сывлăх, телей сунатпăр. Пурнăçăрсенче савăнăç тата ырлăх ытларах пулччăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 декабря 2006
00:00
Поделиться
;