Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сывлăх пуринчен хакли

«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» уйăхлăхра районти культура çуртĕнче Православи киновĕн кунне ирттернĕ. Çак мероприятие Вăрнарти асап тÿснĕ Çветтуй тата Çĕнтерÿçĕ Георги чиркĕвĕн прихут совечĕ йĕркеленĕ.

 Залра пухăннисем умĕнче çак чиркÿн настоятелĕ Александр атте, старости И.Музяков тата районти тĕп больницăн наркологĕ И.Михайлов тухса калаçнă.

Мероприятие хутшăнакансем Владимир Георгиевич Жданов профессорăн   «Алкогольлĕ террор - Раççее хирĕç» видеопа çырнă докладне 2 сехет итленĕ. Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхни, пирус  туртни этемĕн организмне пысăк сиен кÿни çинчен лектор кăсăклăн каласа  кăтартнă.

Социологсен тата тĕпчевсен кăтартăвĕсем тăрăх, Раççейре çулталăкне пĕр çын вăтамран 18-20 литр алкогольлĕ шĕвексене ĕçет. Çавна пула кашни çул çĕршывра 180-200 пин ача ăс-тăн енчен хавшак çуралать.

Раççее «çамрăк арçынсен масарĕ» теме пуçларĕç. Мĕншĕн тесен тĕреклĕ арсем ытларах ĕçкĕ-çикĕ авăрне путаççĕ. Çавна пула  20 çултан тытăнса 55 çула çывхаракан арçынсен 29 проценчĕ чĕре чирĕпе, 25 проценчĕ тĕрлĕ инкеке лексе, 20 проценчĕ хăйсем çине алă хурса,7 проценчĕ алкогольлĕ тата суррогатлă шĕвексене ĕçсе наркăмăшланса пурнăçран вăхăтсăр уйрăлаççĕ. Кашнин харпăр хăйĕн сывлăхне упрама тăрăшмалла. Вара çемьесем телейлĕ пулĕç,  ачасем  сывă çуралĕç.

Вăрнарти Православи чиркĕвĕн прихут совечĕ малашне те çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем йĕркелеме палăртать, Тăван çĕршыв малашлăхĕшĕн тăрăшакан мĕн пур çынна пĕрле ĕçлеме чĕнет. 



"Çĕнтерÿ çуле"
04 декабря 2006
00:00
Поделиться
;