Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕллевсем пысăк

«Мир» акционерсен хупă обществин тилхепине Михаил Ермолаевич Тарасов çирĕп тытса пырать. Вăл ертÿçĕне ларнăранпа автотрактор паркĕнчен ял хуçалăх машинисене сутма е металлолома яма пăрахрĕç. Ĕç çыннисем техникăпа тирпейлĕ усă кураççĕ. Хуçалăхăн  гусеницăллă тата урапаллă тракторсем, комбайнсем икшер. Кунсăр пуçне виçĕ автомашина пур.

Кăçал уравăшсен тыр-пул питĕ ăнса çитĕннĕ. Тулла, сăмахран, кашни гектартан вăтамран 30 центнер пуçтарса илнĕ. Пай çĕрĕсемпе усă курнăшăн фермер çынсене улăм, тырă валеçсе панă.

Кĕрхи çĕртмене пулас тухăç никĕсĕ тетпĕр. Çитес çуракине ăнăçлă та пахалăхлă ирттерме уравăшсем кăçал 300 гектар çĕр сухаласа хăварнă, акма-лартма паха вăрлăх çителĕклĕ хывнă. Хуçалăх выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе те ĕçлет. Хальлĕхе кунта 75 пуç сысна, 15 пуç пăру тытаççĕ. Вĕсене хăтлă ăшă витесене хупнă. Пăрусемпе сыснасене Тамара Осиповапа Татьяна Илюкина тăрăшса пăхаççĕ.

М.Тарасовăн тĕллевĕсем пысăк. Вăл малалла сурăх та усрасшăн. Çак ĕмĕте пурнăçа кĕртме Утар ялĕнче вите  туса лартнă. Пуçаруллă фермер тепĕр çулне сурăхсем валли 30 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăксене акасшăн. Чăн-чăн çĕр ĕçченĕ хăйĕн ĕмĕт-шухăшне пурнăçа кĕртессе шанас килет.  Михаил Ермолаевича эпĕ çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп.   



"Çĕнтерÿ çуле"
04 декабря 2006
00:00
Поделиться
;