Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнарсен ÿсĕмĕпе мухтанар

Ирĕклĕ майпа кĕрешесси. Куçăхтарас мар та, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче кĕрешÿ ăсталăхне туптанă вĕренекенсем сумлă шайри ăмăртусен яланхи çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Вĕсен çитĕнĕвĕсем çинчен çырма уйрăмах кăмăллă.

Çак кунсенче кăна килнĕ савăнăçлă хыпар район çыннисен чунĕнче мăнаçлăх туйăмне вăратма кирлех. Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А.Николаев республикăри виçĕ кĕрешÿçĕне Раççей спорт мастерĕн ятне çĕнсе илнĕ ятпа ятарлă паллăпа чысланă. Вĕсенчен иккĕшĕ вара - пирĕн район хĕрĕсем: Ирина Данилова тата Таня Иванова. Район, республика, Раççей чысне Европа шайĕнчи турнирсем таран ăнăçлă хÿтĕлекенсем çак чыса чăнахах тивĕç.

Хĕрачасем ирĕклĕ майпа кĕрешес спортри пĕрремĕш утăмсене ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕн преподавателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Виталий Петрович Трофимов патĕнче тунă, вăл вĕрентсе пынипех çитĕнÿсен ÿстерсе пынă.

Çак хĕрсенчен тĕслĕх илсе пыракан çамрăк ăрăвăн ÿсĕмĕсемпе те эпир тивĕçлипех мухтанма пултарапăр. Эрне вĕçĕнче Шупашкарта ирĕклĕ майпа кĕрешессипе кадеткăсем хушшинче иртнĕ Раççей первенствин финалĕнче Вăрнар хĕрĕсем каллех япăх мар результатсем кăтартнă. Харпăр хăй виçе категорийĕнче Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Лена Сладкова бронза медаль çĕнсе илнĕ. Люда Николаевапа Ирина Львова тăваттăмĕш пулнă.

Çăмăл атлетика. Ноябрĕн 24-26-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкар хулинче çăмăл атлетика енĕпе Раççейри хуласем хушшинчи ăмăрту та спортăн ку тĕсри тусĕсене чылай пуçтарнă. Тĕрлĕ регионти спортсменсем хушшинче пирĕн районăн пĕрлештернĕ команди те пулнă. Ун йышĕнче - Таня Ефимова, Михаил Молостов, Сергей Васильев, Ирина Сорокина, Зоя Иванова, Сергей Политов, Андрей Николаев, Марина Лебедева.

Команда пĕтĕмĕшле кăтартупа мала тухайман пулин те, çамрăк спортсменсем уйрăмшар зачетра чи вăйлă вунă чупуçă шутне лекме пултарнă. Т.Ефимова 1,5 километрлă дистанцире виççĕмĕш, 3 километрлă дистанцире пиллĕкмĕш пулнă. С.Васильев 1,5 километра - пиллĕкмĕш , 800 метра саккăрмĕш результатпа вĕçленĕ. С.Политов виçĕ километрлă дистанцие хăйĕн ÿсĕмĕнче пиллĕкмĕш чупса тухнă.

       Армспортăн чăн-чăн тусĕсем иртнĕ канмалли кунсенче Комсомольски салине пуçтарăннă. «Урожай» физкультурăпа спорт обществи йĕркеленĕ республика чемпионатĕнче пирĕн район команди тăваттăмĕш пулнă.

Уйăрмашар зачетри кăтартусем тата лайăхрах: Владимир Егоров тата Галя Павлова - пĕрремĕш, Эля Чугунова - иккĕмĕш, Александр Емельянов - виççĕмĕш, Равиль Тукаевпа Валя Петрова - тăваттăмĕш.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 декабря 2006
00:00
Поделиться
;