Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çитĕнÿ тума ăнтăлар

Шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсен ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Вăл – ачасене тарăн пĕлÿ паракан та, вĕсен пушă вăхăтне усăллă йĕркелеме пулăшакан та, йĕркелÿ ĕçĕсене туса пыракан та. Унăн пуçарулăхĕсĕр, пултарулăхĕсĕр, анлă шухăшлавĕсĕр шкул пурнăçĕ мĕн тери кичем пулĕччĕ. Культура, спорт мероприятийĕсем, конкурс-вăйăсем, вĕрентÿллĕ уяв каçĕсем... Вĕсене йĕркелесе ирттерни кăна мар, воспитани енĕпе ĕçлекенсем чăн-чăн талантсене тупса палăртаççĕ, пултарулăхпа пурнăçра усă курма хăнăхтараççĕ.

Чăнах та, ансатрах каласан, организаторсен ĕçĕ çăмăл мар. Çапах та «Вĕрентÿ» малашлăхлă наци проектĕнче палăртнă тĕллевсене çирĕп пурнăçлаççĕ вĕсем, вĕренекенсен тавракурăмне, пултарулăхне аталантарас енĕпе тĕрлĕ мелсемпе усă кураççĕ.

Организаторсен тимлĕхĕпе тăрăшулăхĕ пирки паян ăнсăртран аса илмерĕм. Иртнĕ эрнере шăпах вĕсем район конкурсĕнче тупăшрĕç.

Пуçласа ирттернĕ тупăшăвăн ырă енĕсем чылай: лидерсене палăртасси, ырă опыта ытти шкулсенче сарасси, пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллашасси, харпăр-хăй вăй-хăватне тĕрĕслесси тата ытти те.

Районти вĕрентÿ управленийĕ тата ачасемпе çамрăксен Вăрнарти пултарулăх çурчĕ йĕркеленĕ «Çитĕнÿ патне ăнтăлăр: эсир талантлă» конкурса çиччĕн хутшăнчĕç, вĕсем: Раиса Николаевна Михайлова (Ярмушкари вăтам шкул), Татьяна Геннадьевна Петрова (Пăртас), Валентина Анатольевна Александрова (Санарпуç), Наталия Егоровна Воинова (Шĕнер Ишек), Полина Хрисановна Андреева (Аçăмçырми), Галина Григорьевна Назарова (Вăрнарти 1-мĕш шкул), Альбина Васильевна Павлова (Мăн Явăш). Паллах, вĕсене хавхалантарма ытти шкулсенчи директорсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем те хутшăнчĕç.

Чи-чи ăнтăлуллине палăртма вара конкурсантсен пилĕк чăрмав витĕр тухма тиврĕ. Харпăр-хăйпе паллаштарасси, разминка, хăйсем хатĕрленĕ концепцие хÿтĕлесси, кроссворда шĕкĕлчесси, пултарулăх конкурсĕ – пĕр сăмахпа каласан, педагогсем кашни тапхăрах вĕрентÿпе, юратнă ĕçĕпе çыхăнтарчĕç. Вĕренекенĕсем те аякра юлмарĕç - юратнă учителĕсене юрă-ташăпа, халал сăввисемпе мухтарĕç.

Организаторсен пĕрремĕш конкурсĕ çÿллĕ шайра иртрĕ. Эппин, унăн малашлă вăрăм пулĕ. Халĕ вара çĕнтерÿçĕсемпе паллаштарма та вăхăт. Пĕрремĕш вырăна тухнă Татьяна Геннадьевна Петрова район чысне республикăра хÿтĕлеме тивĕ.

Иккĕмĕш вырăна П.Х.Андреева тата Г.Г.Назарова пайларĕç. В.А.Александрова – виççĕмĕш вырăнта.

Р.Н.Михайлова - «Шанăçлăх тата хастарлăх», Н.Е.Воинова - «Опыт тата пултарулăх», А.В.Павлова - «Пултарулăха аталантарасси» номинацисенче палăрчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 декабря 2006
00:00
Поделиться
;