Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕчĕк предпринимательство

Юлашки çулсенче районта пĕчĕк предприятисен шучĕ ÿсни палăрать. Паянхи куна вĕсен шучĕ 104, çулталăк пуçламăшĕнчен 7,2 процент ытларах. Вăл шутран 28-шĕ – курттăмăн тата ваккăн суту-илÿ тăвакан, 18-шĕ – строительство, 22-шĕ – ял хуçалăх, 4-шĕ – промышленность, 32-шĕ ытти предприятисем.

Пĕчĕк предпринимательство сферинче тимлекенсем, уйрăм предпринимательсене шута илсе, пĕтĕмпе 1784 çын е январĕн 1-мĕшĕ тĕлнехи кăтартупа танлаштарсан 107,1 процент.

Кăçалхи 11 уйăхра пĕчĕк предприятисем 120 миллион тенкĕлĕх харпăр-хăй таварне сутнă, тивĕçтерÿ ĕçĕсем пурнăçланă. Çак тапхăртах вĕсенче таварçаврăнăшĕ 83,6 миллион тенкĕпе танлашнă. Ку 2005 çулхи шайран палăрмаллах ытларах – 120 процент.

Палăртмалла, пĕчĕк предпринимательство район экономикине пуянлатас ĕçе те сахал мар тÿпе хывать. Ку сферăра тимлекенсенчен, акă, район бюджетне пĕтĕмпе 3,3 миллион тенкĕлĕх налуксем пырса кĕнĕ.

Пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсем муниципаллă нушасемпе тавар тата продукци туянас тата тивĕçтерес ĕçе те хутшăнаççĕ. 2006 çулта ку енĕпе пĕтĕмĕшле кăтартуран вĕсен тÿпи 17,4 процентпа танлашнă.

Пĕчĕк предпринимательствăра суту-илÿ тата обществăлла апатлану отраслĕ ытларах аталанни  сисĕнет. Çавăн пекех промышленноçпа строительствăна аталантарассине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

2007 çулта пĕчĕк предприятисем тавар туса кăларас, тивĕçтерÿ ĕçĕсем пурнăçлас ĕç калăпăшĕ 98 миллион тенкĕпе танлашĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 декабря 2006
00:00
Поделиться
;