Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурнăç таппинче: район администрацийĕнче

Тунтикун черетлĕ канашлура район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин администрацин пай пуçлăхĕсен çитес вăхăтра пурнăçламалли тĕллевĕсемпе тата ĕçĕсемпе паллаштарчĕ.

Яланхиллех малтан район бюджечĕн тупăш пайĕ епле пурнăçланипе кăсăкланчĕ. Район «енчĕкĕ» епле тулнинчен бюджет сферинче ĕçлекенсене, учительсене, врачсене ĕç укçи вăхăтра тÿлесси, пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене татса парасси килет.

Налук инспекцийĕн вырăнти уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Ахметова тата районти финанс пайĕн пуçлăхĕ Л.Анисимова ку енĕпе ĕç-пуç йĕркеллех пынине пĕлтерчĕç, çулталăк вĕçне плана 100 процент тултарма шантарчĕç.

Район пуçлăхĕ çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсене, строительство объекчĕсенче ĕç епле пынине, ентешсен Шупашкарти тĕл пулăвне йĕркелес ыйтусене тимлĕх уйăрчĕ.

А.Кузьмин инвалидсене рецептсемпе пăхнă эмелсемпе тивĕçтересси япăх пынине палăртса çивĕччĕн каларĕ. «Эмелсене тÿлевсĕр илекенсем хушшинче ĕç ветеранĕсем те чылай. Ветеран ята вĕсем нумай çул тар тăкса тивĕçнĕ, çакăн пек хисепсĕрлĕхе тивĕç мар вĕсем»,- терĕ район пуçлăхĕ. Ку енпе яваплă пуçлăхсене çак ыйтăва республика шайне кăларма ыйтрĕ.

Паянхи кун район администрацийĕн пайĕсенче еплерех ыйтусем татса парассипе ĕçлеççĕ; Çак ыйтăва район администрацийĕн пай пуçлăхĕсене хуравлама ыйтрăмăр.

Л.Никифорова, экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ:

- Хальхи вăхăтра ЧР Министрсен Кабинечĕн хушăвне пурнăçласа çĕр участокĕсене тата пурлăх объекчĕсене патшалăхăн кадастр учетне илессипе чылай ĕçлетпĕр, ку енĕпе анчахрах районăн программине хатĕрлесе йышăннă. Çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха куçарассине йĕркелессине ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлусенче ял çыннисене ăнлантарма консультаци пункчĕсем тăватпăр.

Çав вăхăтрах районти предприятисенче ĕç укçин калăпăшне пысăклатас майсене пăхса тухатпăр. Халĕ районти предприятисенче вăтам ĕç укçи 4401 тенкĕпе танлашать.

А.Константинова, социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ:

- Пирĕн пай чылай ыйтусене татса парассипе тимлет. Районти культура учрежденийĕсен ĕçне йĕркелесе пынă май, хальхи вăхăтра вăрнарсен ентешлĕхĕн уявне йĕркелессипе ĕçлетпĕр. Ăна тивĕçлĕ шайра ирттерме районти предприятисем пулăшу параççĕ. Эпир уйрăмах Вăрнарти аш-какай комбиначĕн, «Вурнарыдорстрой», «Мураты», Вăрнарти МСО, йывăç комбиначĕн, Вăрнар райповĕн, «Сельхозэнерго», «Сантехгазстрой» коллективĕсене, вĕсен ертÿçисене, Юрий Иванов, Сергей Флегентов предпринимательсене тав тăватпăр. Уяв сцени çине эстрада артисчĕсемпе пĕрле районти культура çурчĕн пултарулăх коллективĕн Хăмăш, Чăрăшкас Хирлеп, Калинино шкулĕсен 45 çынран тăракан пĕрлештернĕ хорĕ тухĕç. Шупашкарти тĕл пулăва ял тăрăхĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнма кăмăл турĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 декабря 2006
00:00
Поделиться
;