Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Строительство

«Пурăнмалли çурт-йĕр строительстви» малашлăхлă наци проектне пурнăçа кĕртсе кăçал районта калăпăшлă ĕçсем пурнăçланă. Мĕнпур шайри укçа-тенкĕпе усă курса пĕтĕмпе 11,9 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Ку пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 110,8 процента танлашать. 2007 çулта укçа-тенкĕн мĕнпур çăлкуçĕсене усă курса 34,3 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр тума палăртнă.

Вăрнар поселокĕнчи Гагарин урамĕнче 64 хваттерлĕ çурта çĕклессипе хĕрсех ĕçсем пыраççĕ. Генподрядчик – «Вурнарская» МСО» акционерсен хупă обществи.

Зеленăй тăкăрлăкри 39 хваттерлĕ çурта туса пĕтернĕ. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ – 1932,5 тăваткал метр.

Пурăнмалли çурт-йĕр политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри – тупăш сахал илекен, çамрăк çемьесене, ял çыннисене патшалăх енчен пулăшасси. «Чăваш Республикинчи ялсене 2010 çулчченхи тапхăрччен аталантарасси» тĕллевлĕ программăна пурнăçласа кăçал 14 çемьене – агропромышленность комплексĕнче тимлекенсене – уйрăм çурт-йĕр çавăрма пĕтĕмпе 1,4 миллион тенкĕлĕх патшалăхăн тавăрса памалла мар субсидийĕсемпе тивĕçтернĕ.

Социаллă ипотека кредичĕпе тăватă çемье пĕр миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ. «Çамрăк çемье» программăпа кредита 834 çемье тивĕçнĕ, пĕтĕмĕшле сумма – 16 миллион тенкĕ.

Кăçал кивĕ тата аварийлă çуртсенчи 14 çемьене çĕнĕ хваттерсене куçарнă.

Поселокра тата çывăхри ялсенче пурăнакансене шывпа тивĕçтерес тĕллевпе Кĕçĕн Çавал çинче шыв хранилищине тăвас ĕç малалла пырать. Вăрнарти чукун çул вокзалĕнче строительство ĕçĕсене пуçăннă.

Пурнăçламалли ĕçсем чылай, плансем пысăк. Акă, бассейн тăвассипе проект ĕçĕсене пуçăннă. Ĕçе хăвăртлатма вырăнти бюджетран 500 пин тенкĕ уйăрнă.

Çавăн пекех 2007 çулта Мăшăрланакансен керменне хута яма палăртнă. Халĕ проект ĕçĕсем пыраççĕ.

2006 çулта пĕтĕмпе 5,1 километр асфальтлă çул сарнă, ку ĕçе 24,8 миллион тенкĕ хывнă.

Кăçал мĕнпур шайри укçа-тенкĕпе усă курса тĕп капитала пĕтĕмпе 459,8 миллион тенкĕ (101,6 процент) хывнă. Предприятисен харпăр-хăйĕн укçи-тенки – 14,6 процент, бюджет укçи-тенки – 45,2 процент.

Малтанласа палăртнă тăрăх, 2007 çулта тĕп капитала укçа-тенкĕ хывасси ÿсĕ, 509,8 миллион тенкĕпе танлашĕ, вăл шутран 292 миллионĕ – бюджет укçи-тенки.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 декабря 2006
00:00
Поделиться
;