Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ял çамрăкĕсем тупăшрĕç

Çамрăксен сывлăхне çирĕплетес, урă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕллевпе нумаях пулмасть Аçăмçырминче, ял поселенийĕн тата шкул администрацийĕсем пуçарнипе, волейбол турнирĕ иртрĕ. Мала тухассишĕн Аçăмçырми, Тăвальушкăнь Ялтăра, Юпшик Ялтăра, Кăмпал, Чăрăшкас Хирлеп ял тата шкул, Шăхаль çамрăкĕсем ăмăртрĕç.

Турнир çивĕч кĕрешÿре иртрĕ. Чăрăшкас Хирлеп волейболисчĕсем пуринчен те маттур пулчĕç - 1-мĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшĕнче – Тăвальушкăнь Ялтăра, виççĕмĕшĕнче Аçăмçырми ялĕсен командисем.

Мала тухнă командăсем ял поселенийĕн администрацийĕнчен хаклă парнесене тивĕçрĕç. Чи ăста вылякансене те хавхалантарчĕç турнир йĕркелÿçисем. Вĕсем – Виталий Михайлов (Чăрăшкас Хирлеп) тата Иван Исаков (Тăвальушкăнь Ялтăра). Тĕп судья – Аçăмçырминчи вăтам шкулти физкультура учителĕ В.Н.Петров.

Ял çамрăкĕсем хушшинче йĕркеленĕ волейбол турнирĕ кăçал иккĕмĕш хут кăна иртнĕ пулин те, вăл малашлăхлă пуласса шанас килет. Пирĕн шутпа çакнашкал ăмăртусене районти ял поселенийĕсем хушшинче те йĕркелесен аванччĕ. Вăл пулас ăрусене спортпа туслашма хистĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 декабря 2006
00:00
Поделиться
;