Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чун-чĕрепе ĕçе парăнсан...

Республикипе паллă агроном, геолог, минераллă удобренисем шутласа кăлараканĕ, халăх академикĕ - Упнер ялĕнче çуралса ÿснĕ Геннадий Васильевич Васильев – вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхне чăмăртама пулăшакансенчен пĕри пулнă. Кăçалхи февраль уйăхĕнче вăл 70 çул тултарчĕ.

Ĕçчен те пурне те пĕлме тăрăшаканскер, вăтам шкул хыççăн Чăваш ял хуçалăх институтĕнче агроном специальноçне алла илнĕ. Унтан Мускаври Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕнче педагогика факультетне, Шупашкарти марксизм-ленинизм университетĕнче философи факультетне пĕтернĕ. Вăл нумай вĕреннĕ, çав вăхăтрах чунне парса ĕçленĕ. Самани çапла пулнă-çке. Тĕрĕссипе, Аслă Отечественнăй вăрçи вăхăтĕнчи ăрăвăн вĕренес туртăмĕ çав тери пысăк пулнă. Çĕр-шыв çамрăксене пулăшнă, çĕнĕ задачăсемпе тата тĕллевсемпе çунатлантарнă.

Çĕр наукин «тыткăнне» Геннадий Васильевич Вăрнарта Чăваш патшалăх ăратлă лашасем ĕрчетекен станцинче агроном-семеноводра ĕçлеме тытăнсан лекнĕ. Кĕçех ăна тăван Жданов ячĕллĕ колхоза агронома куçарнă. Каярахпа Чапаев ячĕллĕ колхозра, чылай çул Украинăри Золотоноша районĕнчи Чапаев ячĕллĕ хуçалăхпа ĕçлĕ çыхăну тытнăскерте, тĕп агрономра тимленĕ.

1964 çулта шăпа Г.Васильева Хапăс шкулне илсе çитернĕ, кунта вăл директорăн производство вĕрентĕвĕ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. Каярах – парти райкомĕн йĕркелÿ комитечĕн инструкторĕ, Вăрнарти 8-мĕш СПТУра директорăн вĕрентÿпе производство ĕçĕн заместителĕ пулнă. 1976 çулта ăна Чăваш республика профтехвĕрентÿ управленийĕн аппаратне инспектора куçарнă. Чылай çул йĕркелÿпе инструктор пайĕн инструкторĕнче, Чăваш АССР Министрсен Канашĕн апат-çимĕç тата чĕртавар туса кăларассипе ĕçлекен патшалăх комиссин консультатĕнче тимленĕ.

Тивĕçлĕ канăва Г.Васильев ЧР çĕр айĕнчи пурлăха тĕпчекен патшалăх комитечĕн председателĕн тата геологи музейĕн заведующийĕн должноçĕсенчен тухнă.

Агроном-геолог-пенсионер паян та яланхи шыравра, ĕçре. Вăл - «Кладовая природы», «Зеленая кладовая», «Труд-7» хаçатсен яланхи авторĕ, «Çанталăк, удобренисем, тыр-пулă: пахчаçăсене пулăшма» кĕнекене кăлараканĕ (2002 çул), «Геологи музейĕ» брошюрăна, Шупашкарти çăлкуçсемпе минераллă шывсен çулĕсен картине, Атăл тăрăхĕнчи территорире мамонт юлашкисен вырăнĕсене палăртакан схема-картăна йĕркеленĕ.

Хуçалăхсенче сиплĕ шывсен çăлкуçĕсене тупса палăртассинче тата усă курма пуçланинче те Г.В.Васильевăн тÿпи пысăк.

Г.В.Васильевăн ятне Вăрнар район энциклопедине кĕртнĕ, вăл правительствăн чылай наградине илме тивĕçнĕ. Халĕ Чăваш халăх академийĕн, чăваш наци конгресĕн ĕçне активлă хутшăнать, Чăваш Республикинчи пахчаçăсен пĕрлешĕвĕн наука канашĕн ертÿçи.



"Çĕнтерÿ çуле"
20 декабря 2006
00:00
Поделиться
;