Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кĕперĕмĕр çирĕп

Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта Вăрнар районĕнче çуралса ÿснĕ 25 пин çын пурăнать. Тÿрех каламалла, вĕсен тымарĕсем ялта, районта. Çав тымарсем ан татăлччăр тесе, 13 çул каялла Вăрнар тăрăхĕпе тĕп хула хушшинче сарлака та çирĕп кĕпер - «Туслăх» ентешлĕх – хыврăмăр.

... Паянхи пекех куç умĕнче: 1993 çул, кăрлач уйăхĕ. Çап-çуттăн ялкăшса ларакан Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче вăрнарсем йышлăн пухăннă. Фойере Çĕрпелтен, Ярмушкаран килнĕ юрă-ташă ăстисем такмак каласа ташлаççĕ, хулара пурăнакан ентешĕсене пырса пуç таяççĕ. Пĕр-пĕринпе тахçантанпа тĕл пулманнисем алă тытаççĕ, ыталанаççĕ. Пĕр-пĕрне халиччен пĕлменнисем паллашаççĕ, туслашаççĕ. Пурин куçĕнче те хаваслăх.

Малтанах, çав тĕлпулура «Туслăх» ентешлĕхе чăмăртарăмăр,  унăн Уставне йышăнтăмăр, ĕç тăвакан ушкăн – Координаци канашĕ йĕркелерĕмĕр. Ĕç тăвакан ушкăна – В.Д.Данилов, А.Ф.Доманин, И.П.Прокопьев ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, А.В.Емельянов писатель, Григорий Илепер поэт, Праски Витти (В.Петров) художник, Галина Матвеева, Владимир Кузьмин журналистсем, Юрий Васильев, Людмила Семенова артистсем, Николай Кириллов, Александр Симаков, Леонид Сниткин, Альберт Купчиков, Виталий Родионов, Леонид Таймасов, Владимир Фоминых наукăра ĕçлекенсем, Василий Петров, Василий Константинов рабочисем тата ыттисем – пурĕ 57 çын кĕчĕç.

Виçĕ сехете пынă чаплă концертра Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ, Чăваш халăх артисчĕсем Лидия Красова, Мария Еланова, Людмила Семенова, Валентина Смирнова, Михаил Михайлов, Анна Кутузова, Надежда Воюцкая, Анатолий Никитин композитор хутшăнчĕç. Хăйсен таланчĕсене Стас Владимиров, Галина Скворцова, Маргарита Туринге, Елена Степанова, Луизăпа Олег Семеновсем кăтартрĕç.

Вăл вăхăтра Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта кăна пирĕн ентешсем – Социализмла Ĕç Геройĕсем - çиччĕн пурăнатчĕç, вĕсем пурте театра пынă. Вăрнартан Совет Союзĕн Геройĕ А.А.Иванов килнĕччĕ. Пирĕн мероприятие Чăваш Республика Министрсен Кабинечĕн председателĕ Анвер Аблякимов тата Патшалăх Канашĕн депутачĕ Анатолий Аксаков хутшăнчĕç, питĕ кăмăллă юлчĕç, пысăк хак пачĕç. Вĕсем каланă тăрăх, вăрнарсемшĕн чунра мăнаçлăх çуралать, кăмăл çĕкленет, пурăнас, ĕçлес килет.

Пĕрлешÿре – вăй. Кĕске вăхăтрах чылай ĕç тунă. Кашни çул Шупашкарта, Вăрнарта, районти ялсенче ентешлĕх уявĕсем иртнĕ. Ĕç паттăрĕсене, обществăпа политика деятелĕсене, наукăра, литературăпа искусствăра, сывлăха сыхлас, халăха вĕрентес ĕçре, спортра палăрнисене халăх умне кăларса тивĕçлĕ чысларăмăр. Ентешлĕх Праски Витти выставкине, Валентина Смирнова, Галина Скворцова, Мария Еланова, Маргарита Туринге, Анатолий Никитин, Владимир Кузьмин, Юрий Айдаш, Петр Ялгир пултарулăх каçĕсене, Владимир Кузьминпа Юрий Васильев юбилейне йĕркелеме пулăшрĕ.

Асăннă тата ытти ĕçсене, тĕпрен илсен, обществăллă йĕркепе туса ирттернĕ. Пурте тÿлевсĕр, хăйсен ырă кăмăлĕпе хутшăннă ентешлĕх ирттерекен мероприятисене. Çапах та, çынсен активлăхĕсĕр пуçне укçа-тенкĕ те кирлĕ ун пек чухне. Ку енĕпе «Лифтмонтаж» акционер обществин директорĕ Валерий Михайлов (Хурăнсур Çармăс), «Апогей» фирмăн генеральнăй директорĕ Мария Волкова (Çĕньял), Çĕнĕ Шупашкарти «Железобетон» завод директорĕ пулнă Валерий Михайлов (Мулакасси ялĕ), «Пике» фабрика пуçлăхĕ Людмила Виноградова (Вăрнар), пĕчĕк предприяти пуçлăхĕ Алексей Федоров (Çĕн Кипек) пысăк пулăшу пачĕç. Тав вĕсене ырă кăмăлшăн.

Ентешлĕхе йĕркеленĕ чухне Юрий Павлов (Етрукасси Мăрат), Лпеонид Сниткин (Кĕçĕн Кипек), Порфирий Узюков (Вăрнар), Василий Николаев (Упнер), Сергей Васильев (Кăмаш), Роберт Сорокин (Кăмпал), Николай Давыдовпа Юрий Кузнецов (Тимĕрçкасси), Екатерина Сорокина (Айкăш), Геннадий Васильев (Упнер), Василий Петров (Мăн Явăш), Георгий Мокеев (Калинино), Галина Скворцова (Вăрманкас), Галина Матвеева (Аçăмçырми) хушнă ĕçсене чунтан тăрăшса тата тĕплĕ туса пычĕç. Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă Валерий Наумов ентешлĕхе чăмăртама пысăк пулăшу пачĕ. Таймапуç, сире! Ентешлĕхĕн ĕç тăвакан ушкăнĕнче пулнисенчен Анатолий Емельянов, Михаил Михайлов, Альберт Купчиков, Григорий Илепер, Леонид Сниткин пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç. Тăпри çăмăл пултăр вĕсен...

Ман хыççăн «Туслăх» ентешлĕхĕн Координаци канашĕн ертÿçи пулса хăй вăхăтĕнче Вăрнар район Канашĕн ĕçтăвкомĕн председателĕнче ĕçленĕ Юрий Павлов пилĕк çул тăрăшрĕ. Вăл эстафетăна Сергей Васильева пачĕ. Хальхи вăхăтра «Туслăх» ентешлĕхе Чăваш ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Николай Кириллов профессор (Авруй) ăнăçлă ертсе пырать.

Паянхи уява ирттерме хатĕрленнĕ май пысăк ĕç тунине палăртма кăмăллă. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Геннадий Бурмистров (Хапăс), Василий Николаевпа Ананий Павлов (Упнер), Иван Анисимов Элмен Сунар), Людмилăпа Владимир Матвеевсем (Мăн Явăш), Валерий Кошкин (Хăмăш) пуçарулăх кăтартрĕç. Пысăк тав сире!

Малашне те пĕр-пĕринпе туслăн çыхăну тытса, алла-алăн тытăнса ĕçлесчĕ, пурăнасчĕ. Пĕр-пĕрне курсассăн тус-тăван юрлама та савăнма аван!



"Çĕнтерÿ çуле"
20 декабря 2006
00:00
Поделиться
;