Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пирĕн вăй – туслăхра!

Николай КИРИЛЛОВ,

«Вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕ» республикăри обществăлла организаци Канашĕн председателĕ, Чăваш ял хуçалăх академийĕн ректорĕ, профессор

 

Тĕлĕнмелле ырă та паха ен пур вăрнарсен – вĕсем яланах малта пыма, пĕрремĕш пулма хăнăхнă.

Хăватлă çĕршыв арканнипе пуçланнă ахăрсамана çил-тăвăлĕ кĕрленĕ çулсем тепĕр хут куç умне тухаççĕ. Шăпах çак кăткăс та йывăр тапхăрта вăрнарсем каллех пуçарулăх кăтартрĕç - республикăра пĕрремĕш ентешлĕх йĕркелерĕç, ăна «Туслăх» ят пачĕç. Шăпа пÿрнипе атте-анне çĕрĕнчен – Вăрнар тăрăхĕнчен – тухса кайса Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленнĕ ентешсем çуралса ÿснĕ кĕтеспе яланах тачă çыхăну тытса пĕр-пĕринпе туслăн килĕштерсе ĕçлеме, пĕр-пĕрне пулăшса пыма тĕв турĕç. Вăрнарсен пархатарлă пуçарăвĕпе хавхаланса, кĕçех ытти районсен ентешлĕхĕсем те йĕркеленчĕç. Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ, пирĕн туслăх çирĕпленсех пырать.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, ентешлĕх çуллен кĕр мăнтăрĕпе тус-тăвансене уява хăнана чĕнет. Кăçалхи тĕл пулу паян, декабрĕн 16-мĕшĕнче, Шупашкарта, Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртет. Ентешсен – тĕп хуламăрпа Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансен тата Вăрнар тăрăхĕнчен килнĕ хăнасен пĕр-пĕрне каласа кăтартмалли, пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланмалли, тĕрĕссипе, темĕн чухлех.

Ятсăр мар пирĕн ен.

Чапсăр мар - ĕçлеме пĕлнĕрен.

Вăрнарсем пур çĕрте те хастар,

Сывă пултăр Вăрнар, - тет пирĕн енĕн паллă çыравçи  Михаил Васильев. Сăвăри çав йĕркесем ентешлĕхĕн тĕп сăмахĕ-тĕллевĕ пек илтĕнеççĕ, унăн ăшчиккипе сăн-питне палăртаççĕ.

Çапла, тăван район ĕçченĕсем, халăхра пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ Анатолий Иванович Кузьмин ăнăçлă ертсе пынипе, çултан-çул сулмаклă утăмсем тăваççĕ, яланхи пекех республикăра малтисен ретĕнче. Тĕп хулара тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан ентешсем те вăрнарсен ятне ямаççĕ. Вĕсем хушшинче пысăк та яваплă ĕçре чуна парса тăрăшакансем те сахал мар: Александр Викторович Доманин, Роза Алексеевна Кондратьева, Алексей Геннадьевич Пирожков, Владимир Евсеевич Федоров, Валерий Иосифович Михайлов, Иван Алексеевич Анисимов, Николай Георгиевич Игнатьев, Виталий Павлович Лабинов, Олег Николаевич Андреев, Станислав Николаевич Львов, Валерий Петрович Николаев, Владимир Павлович Фоминых, Леонид Александрович Таймасов, Станислав Алексеевич Михайлов, Екатерина Константиновна Иванова, Виталий Григорьевич Родионов, Геннадий Ефремович Бурмистров, Станислав Константинович Иванов, Вячеслав Михайлович Галкин, Юрий Валерьянович Баранов, Галина Александровна Кашина, Михаил Иванович Филиппов, Владимир Михайлович Михайлов, Валериан Петрович Тихонов тата ыттисем те.

Вăрнар тăрăхĕнчен тухнă паллă артистсемпе юрăçсене, художниксене те ятран каласа хăвармалла. Чылайăшĕ хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Вĕсем – Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблĕн художество ертÿçи Раççей халăх артисчĕ Юрий Васильев (Вăрманкас), Чăваш художникĕсен союзĕн председателĕ Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш халăх художникĕ Виталий Петров – Праски Витти (Малти Ишек), Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солистки Чăваш Республикин халăх артистки Лидия Красова (Тăвальушкăнь Ялтăра), Чăваш Республикин халăх артисткисем Валентина Смирнова (Кÿлхĕрри), Людмила Семенова (Кивçурт Енĕш), Мария Еланова (Çĕрпел), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем Стас Владимиров (Çăкаллă Явăш), Нина Панина (Уравăш), Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Галина Скворцова (Вăрманкас), Маргарита Туринге (Мăн Явăш), Раççей Шалти ĕçсен министерствин системинчи пултарулăх конкурсĕсен çĕнтерÿçи тата лауреачĕ Клара Осокина (Аçăмçырми) юрăç тата ыттисем.

Кăçал, Ăс-хакăл çутлăхĕпе чун аталанăвĕн çулталăкĕнче, «Вĕрентÿ» наци проектне аталантарас ĕçре Вăрнар педагогĕсенчен нумайăшĕ ырăпа палăрчĕ. Акă, Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн Грантне – пĕр миллион тенке – Калининăри вăтам шкул (директорĕ – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Татьяна Ефимова, Услапаран), Шупашкарти 40-мĕш номерлĕ вăтам шкул (директорĕ – Елена Яшина, Мăн Явăшран), Çĕнĕ Шупашкарти 19-мĕш номерлĕ вăтам шкул (директорĕ – Людмила Матвеева, Мăн Явăшран) тивĕç пулчĕç. Альбина Максимова (Калининăри вăтам шкул), Елена Горбунова (Вăрнарти 2-мĕш номерлĕ вăтам шкул), Наталья Васильева (Кÿстÿмĕр шкулĕ), Юрий Феофанов (Хирпуç шкулĕ), Татьяна Петрова (Çĕрпÿ районĕнчи Опытнăй поселокри шкул) вĕрентекенсем Раççей Президенчĕн Гранчĕн – 100 пин тенкĕ – хуçисем пулса тăчĕç. Ярмушкари вăтам шкул (директорĕ Евгений Фролов) Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн Грантне тивĕçрĕ. Çавăн пекех Чăваш ен Президенчĕн Грантне Раиса Гордеева (Санарпуç) тата Алина Моисеева (Иртеменкасси) вĕрентекенсем çĕнсе илчĕç.

Эпир мухтавлă ентешĕмĕрсене – Иван Ивник, Алексей Воробьев, Григорий Илепер поэтсене тата ыттисене яланах асра тытатпăр. Акă, вăрнарсен ентешлĕхĕн Координаци канашĕн членĕсем хутшăннипе Шупашкарта, çавăн пекех Вăрнар районĕнчи Хăмăшри тата Калининăри  шкулсенче А.Гайдар тата С.Элкер ячĕллĕ премисен лауреачĕ Антип Николаев (Кăмпал) писатель çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа литература каçĕсем чаплă иртрĕç. Çеçпĕл ячĕллĕ преми лауреачĕ Алексей Воробьев (Мăн Явăш) поэт пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа вăтăр çул çитрĕ. Тĕрĕссипе, вăл Чăваш халăх поэчĕ ята илме ĕлкĕреймерĕ, анчах халăхра чăннипех çак ята тивĕçрĕ.

Кĕçех, 2007 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче, Чăваш халăх писателĕ Анатолий Емельянов (Мăньял Хапăс) çуралнăранпа 75 çул çитет. Çак ятпа Анатолий Викторовичăн ку таранччен пичетленмен хайлавĕсен икĕ томлă сборникне хатĕрлеççĕ. Вăрçă участникĕ Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, Вăрнар çынни пулса тăнă Петр Ялгир поэт литература ĕçĕнче пултаруллă тимлет.

 Вăрнарсем тăван ене питĕ юратаççĕ, тавра пĕлÿçĕсем вара кĕнекесем, калавсемпе сăвăсем, статьясемпе очерксем парнелеççĕ. Ку енĕпе Юрий Айташ, Владимир Кузьмин, Виталий Воробьев, Воля Иванов, Михаил Васильев, Станислав Отрыванов, Григорий Скворцов, Сергей Валерьянов, Валерий Григорьев, Владимир Толстов, Ирина Софронова, Валерий Кошкин, Анатолий Иванов, Геннадий Кудрявцев, Алексей Иванов, Елена Тикинева, Ирина Игнатьева тата ыттисем уйрăмах хастар пулчĕç. Раççей Писательсен союзĕн членĕ Илья Павлович Прокопьев тĕслĕхĕпе хăшпĕр изданисене вăрнарсен Шупашкарти ентешлĕхне парнелесен питех те савăннă пулăттăмăр.

Ентешлĕхĕн иртнĕ тĕл пулăвĕ тĕлне хамăр ĕçе-хĕле пысăкрах тÿпе-пайта хывакансен, чи лайăх художество произведенийĕсен Иван Ивник ячĕллĕ литература премине çирĕплетнĕччĕ. Пирвай ăна Ивник ентешĕ Юрий Айдаш тивĕçрĕ. Анчахрах кăçалхи лауреатсене палăртрăмăр. Çитĕннисем хушшинче «Иван Ивник ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ» ята тата укçаллă премие Михаил Алексеевич Васильевпа Воля Афанасьевич Иванов «Вăрнар районĕн энциклопедине» хатĕрлесе кăларнăшăн тивĕç пулчĕç. Шкул ачисем хушшинче «Иван Ивник ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ» ята тата укçаллă премие Пăртасри вăтам шкулти 11-мĕш класра вĕренекен Ольга Михайловна Иванова тата Калининăри вăтам шкулта вĕреннĕ Анастасия Александровна Ложкина тивĕçрĕç. Настя халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн 1-мĕш курсĕн студентки, литература ĕçне вĕренет.

Вăрнарсем хушшинче, калас-тăк, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери литература конкурсĕн лауреачĕ те пур. Вăл – Чăваш таможнин сотрудникĕ, Президент стипендиачĕ Сергей Кошкин.

Вăрнар районне чапа кăларнă спортсменсем темĕн чухлех пирĕн. Йывăр атлетика енĕпе тĕнче рекордсменĕ пулнă Виктор Андреев (Айкăш) ячĕ кĕрлесе тăнă. Ашшĕ ĕçне паян унăн ывăлĕпе хĕрĕ малалла тăсаççĕ. Йывăр атлетика енĕпе Чăваш Республикин первенствинче кăçал Вăрнар çамрăкĕсем Артем тата Дмитрий Максимовсем, Владимир Саженков, Денис Тимофеев, Александр Кириллов палăрчĕç.

«Химик» футбол команди Чăваш ен Кубокне темиçе хутчен те çĕнсе илнĕ, республика первенствин çĕнтерÿçи пулнă.

Вăрнар спорчĕн мухтавĕ тĕнче спорт мастерĕ Станислав Тимофеев, спорт мастерĕ Валерий Наумов, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Раççей чемпионĕ пулнă Николай Иванов (Тимĕрçкасси), виçĕ хутчен Мускав чемпионĕ пулса тăнă Данил Туринге (Мăн Явăш) кĕрешÿçĕ. Вăрнарсем хушшинче тĕнче чемпионатĕнче кĕмĕл призер пулнă Владимир Белов (Упнер) самбист пур.

   Вăрнарта спортăн тĕрлĕ енĕ лайăх аталанать. 2003 çулта ирĕклĕ майпа кĕрешсе Ирина Данилова спорт мастерĕ Европа чемпионатĕнче бронза медале çĕнсе илнĕ. Вăрнарти 2-мĕш номерлĕ вăтам шкулти Иван Сладков кĕрешÿçĕ пысăк шанăç парать. Çак шкулта вĕренекен Ирина Львова анчахрах Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕсенчен бронза медальпе таврăннă.

Вăрнар волейболисчĕсем республика первенствинче яланах финалта тупăшаççĕ, ытларах чухне çĕнтернĕ. Ентешлĕх волейболисчĕсем те вĕсенчен юлмаççĕ. Кăçал, акă, пирĕн команда ытти районсенчи ентешлĕхсен спортсменĕсемпе тупăшса çĕнтерчĕ, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн Н.И.Емельяновăн Туслăх кубокне çĕнсе илчĕ, спорт инвентарьне тивĕçрĕ.

Эльвира Чугунова, Екатерина Горбунова, Марина Гордеева, Татьяна Макарова пултаруллă çамрăк çăмăл атлетсем, Политовсен çемйи Олимп шанчăкĕ шутланаççĕ.

 Паллă-чаплă ĕçсемпе çынсене пайтах палăртма пулать. Пĕр сăмахпа, ентешсем мĕнпур енĕпе ялан малта - ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Малашне те çапла пултăрччĕ. Пур пулар та, пĕр-пĕрне манар мар. Пирĕн вăй – туслăхра!



"Çĕнтерÿ çуле"
20 декабря 2006
00:00
Поделиться
;