Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Кĕнекепе - Çĕнĕ çула» вулав фестивале

Пирĕн шкул та Пĕтĕм Раççей Федерацийĕнче иртекен ачасемпе çамрăксем валли йĕркеленĕ «Кĕнекепе - Çĕнĕ çула» вулав фестивальне хутшăнчĕ.

Шкул библиотекарĕ Татьяна Валериевна Долгова пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи Ăс-хакăл çутлăхĕн тата чун аталанăвĕн çулталăкĕнче ачасен вулас туртăмĕ ытти çулхипе танлаштарсан чылай ÿсрĕ.

Çакна 10-мĕш классем ирттернĕ тĕл пулу та çирĕплетсе парать. Унта вĕренекенсем хĕр-тантăшĕ Наташа Антоновăн пултарулăхĕпе паллашрĕç.

Чăн та, тĕлĕнмелли пур. Анчахрах-ха, чун туртнă самантра Наташа хăйĕн пусăрăннă кăмăлне çĕклеме сăвăсем çыратчĕ. Унтанпа 3-4 çул иртрĕ. Кĕçех вара унăн сăвă кĕнеки пичетленсе тухĕ. Унăн сăввисем ыттисене те пурнăçăн йывăр саманчĕсенче хуйха-суйха сирсе яма пулăшĕç.

Республикăра ирттерекен «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурса хăйĕн сăввисене суйласа янă вăхăтра шутламан та пулĕ Наташа унăн сăввисем пĕрле вĕренекенсене те интереслентерме пултарасси çинчен. Класс руководителĕ Людмила Ивановна Николаева ачасем унăн сăввисемпе паллашма кăмăл тунине пĕлтерсен Наташа хумханса ÿкрĕ. Çаплах пулĕ çав, тантăшсем умĕнче вулама тата йывăртарах вĕт.

Чăнах та, Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурс дипломанткин сасси малтанах хумханса, чĕтренсе янăрарĕ. Ачасем алă çупса хавхалантарсассăн Наташăн хăюлăхĕ ÿсрĕ, сасси çирĕпленчĕ. Залра сăвă хыççăн сăвă янăрарĕ. Ачасем вăл е ку сăвва вуласа пама ыйтрĕç. Телее, Наташăн сăввисем çителĕклех. Вăл 40 ытла сăвă ăсталанă. Вĕсем, шыв юхнă евĕр, çăмăллăн вуланаççĕ. Итленĕçемĕн итлес килет...

Тĕл пулу вĕçĕнче ачасем Наташăна хăйĕн çĕнĕ сăввисемпе малашне те паллаштарсах тăма сĕнчĕç, сăвă çырас ĕçре çитĕнÿсем сунчĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
27 декабря 2006
00:00
Поделиться
;