Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕллевлĕ усă кураççĕ

Ял хуçалăх предприятийĕсене патшалăх енчен пулăшни вĕсене малалла аталанма çул уçса парать.

Кăçал  хуçалăхсем валли тĕрлĕ бюджетсенчен элита вăрлăх ĕрчетме 3099,5 пин тенкĕ, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма (пысăк тухăçлă ĕнесене тытма, ăратлă выльăхсем туянма тата ыт. те) 4263,2 пин тенкĕ, химизаци хатĕрĕсем илме 2230 пин тенкĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянма1515,383 пин тенкĕ, çĕр пулăхлăхне пуянлатма 3977,4 пин тенкĕ уйăрнă. Района кунсăр пуçне  нумай çул ÿсекен курăксене акма, вĕсене пăхса-асăрхаса тăма 32 пин, хăмла мĕн чухлĕ туса илнине тата вырнаçтарнине кура 310,5 пин, акмалли вăрлăх илнĕшĕн тăкакăн пĕр пайне саплаштарма 24 пин тенкĕлĕх субсидисем килнĕ.

Вун пĕр уйăхра хуçалăхсем патшалăх пулăшăвĕпе 99,7 процент усă курнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
27 декабря 2006
00:00
Поделиться
;