Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Лауреатсен шучĕ ÿссех пытăр

Ентешĕмĕрĕн, чăваш халăх писателĕн, публицисчĕн, Çеçпĕл Мишши тата Константин Иванов ячĕллĕ премисен лауреачĕн Анатолий Емельяновăн чăваш литературипе журналистика анинчи пултарулăхне пысăка хурса хакласа тата унăн ячĕпе пурнăç чăнлăхне çутатакан произведенийĕсене ĕмĕрлĕх упраса хăварас тĕллевпе 2005 çулта районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕ А.Емельянов ячĕллĕ премие çирĕплетнĕччĕ. Пĕр пин тенкĕпе танлашакан премие çулсерен писатель-прозаик çуралнă кун тĕлне пама йышăннă. Ăна профессилле журналистсем çеç мар, обществăлла корреспондентсем те тивĕçме пултараççĕ.

Пĕрремĕш лауреат ятне хаçат ĕçне 35 çул чунтан парăннă журналист, халĕ Вăрнарти издательство çурчĕн директорĕнче-тĕп редакторĕнче тимлекен Вячеслав Николаев тивĕçнĕччĕ. Премие ăна пĕлтĕр «Çĕнтерÿ çулне» никĕсленĕренпе 75 çул çитнине халаласа ирттернĕ уявра чысланăччĕ.

Редакци коллегийĕ кăçал палăртнă лаурет та журналистикăпа публицистикăна, литературăна тин утăм тăвакансемшĕн, ку ĕçре тимлекенсемшĕн, вулакансемшĕн - чăн-чăн тĕслĕх. Вăл - Михаил Алексеевич Васильев, Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн членĕ, Çемен Элкер тата Иван Ивник премисен лауреачĕ, СССР пичет отличникĕ.

Тивĕçлĕ канура пулин те, пичет ветеранĕ юратнă ĕçе пăрахман-ха. Вулаканăмăрсем унăн çивĕч, пурнăç тÿнтерĕсене питлекен статйисене, пуян содержаниллĕ, чăнлăха уçса паракан интервьюсемпе очĕркĕсене, сăвви-калавĕсене кăмăлласа вулаççĕ. Михаил Алексеевич тĕрĕслĕхе, çынлăха яланах мала хурать. Çакă унăн хайлавĕсенче те яр уççăн курăнать.

Ăна, чылай çул район хаçачĕн редакторĕнче тимленĕскере, паянхи хаçатăн шăпи питех канăçсăрлантарать. Çамрăк журналистсене кулленех профессилле сĕнÿ-канашсем, пулăшу парать вăл.

Михаил Васильев - чылай кĕнеке авторĕ. Виçĕмçул вăл çавăн пекех Вăрнар район энциклопедине пухса хатĕрлес, кăларас ĕçе çав тери сумлă тÿпе хыврĕ. Çакăншăн ăна çĕнĕ çул умĕн И.Ивник ячĕллĕ литература преми лауреачĕн ятне парса чысларĕç.

М.А.Васильева Анатолий Емельяновăн премине писатель-прозаикăн юбилейлă çулĕнче илме тÿр килнишĕн эпир те, район хаçатĕнче тимлекенсем, чунтан савăнатпăр. Çитменнине икĕ писатель-ентеш хăй вăхăтĕнче хаçатра пĕрле те тимленĕ. Паян вара эпир хаçатăн чăн-чăн тусне, пичет ветеранне - Михаил Алексеевич Васильева - А.Емельянов ячĕллĕ премие илнĕ ятпа саламлатпăр. Творчествăри ăнтăлу, шырав сирĕн чĕрере нихăçан та ан сÿнтĕр, пултарулăх яланах иксĕлми пултăр!



"Çĕнтерÿ çуле"
11 января 2007
00:00
Поделиться
;