Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Никам та Хĕл мучи парнисĕр юлмарĕ

Çулталăкри чи хаваслă та асамлă уява - Çĕнĕ çула - кашниех чăтăмсăррăн кĕтет. Кивĕ çула пĕр шелсĕр ăсатса çĕннине юрă-ташăпа, пысăк шанăçпа кĕтсе илесси ĕлĕкренех йăлана кĕнĕ. Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илетĕн, çулталăк çапла иртсе кайĕ, теççĕ халăхра. Çакна шута илсе пĕрисем çемйисемпе тăван килĕсенче сĕтел хушшинче тĕл пулаççĕ, теприсем тус-юлташĕсемпе кĕрекене пухăнаççĕ - пурте çитес çула, вăл телей те ăнăçу илсе килтĕр тесе, сĕтел тулли апат-çимĕçпе, савăнăçлă кăмăлпа, вăйă-кулăпа «çемçетесшĕн».

Раштавăн юлашки кунĕсем ачасемшĕн, сивĕ Хĕл Мучи парнисене кĕтекен хĕр ачасемпе арçын ачасемшĕн - уйрăмах асамлă вăхăт. Яланхиллех вĕсене шкулсенче, ясли-садсенче йĕркеленĕ Çĕн çул уявне капăр чăрăшсем хăйсем тавралла йыхравларĕç. Калининăри «Светлячок» ача садне çÿрекенсем çинчен те манмарĕ Хĕл Мучи, пĕчĕк шăпăрлансене юрласа-ташласа савăнма май туса пачĕ, парнесемсĕр те хăвармарĕ. Малтанах вăл чи пĕчĕккисене кĕтсе илчĕ, вĕсене амăшĕсемпе пĕрле Çĕнĕ çула, симĕс чăрăша мухтаса юрăсем юрлаттарчĕ, илемлĕ ташăсем ташлаттарчĕ. Пĕчĕккисем хыççăн черет кĕçĕн ушкăна çÿрекенсене те çитрĕ. Капăр зала пухăннă пĕчĕк каччăсемпе хĕрсене уяв ячĕпе вăрманти туссем - тĕрлĕ чĕр чунсем - саламларĕç. Кунта вĕсем чăрăш çинчи асамлă шăнкăрав сасси илĕртсе чĕннипе килсе çитрĕç. Акă, мулкач ачасене самантлăха мулкач çурисем пулса тăма, ку чĕрчун хусканăвĕсене ас илтерекен ташша ташлама чĕнчĕ. Чее тилĕн чĕри те шăпăрлансен юрри-ташшшине, вăййисене курса «ирĕлчĕ», хăй те вĕсемпе пĕрле Çĕнĕ çул картине тăма килĕшрĕ. Акă, таçтан хулăм сасă илтĕнет... Упа мар-и-ха ку; Чăн та, симĕс чăрăш айĕнче хуп турттаракан утаман та, хĕр ачасемпе арçын ачасен янравлă сассине пула ыйхăран вăраннăскер, уява хутшăнма кăмăл турĕ. Юрра-ташша ăста, сăвă калама маттур ачасене Хĕл Мучи пылак парнесемпе, теттесемпе хавхалантарчĕ, сыв пуллашса тепĕр çул каллех тĕл пулма шантарчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 января 2007
00:00
Поделиться
;