Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕллевсене çирĕп пурнăçлама тăрăшатпăр

Çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕ Раççей Прокуратуришĕн паллă уйăх. 285 çул каялла, 1722 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче, Раççей императорĕ I Петĕр патша Раççей патшалăхĕнче Прокуратура туса хурасси çинчен Указ кăларнă. Шăпах çав кунтан пуçланать те ĕнтĕ çĕршыв аталанăвĕнчи тепĕр паллă тапхăр – йĕркене право тата саккунлăх тĕлĕшĕнчен тимлесе тăрасси.

Право патшалăхĕ туса хурассипе тимлекен паянхи Раççейре прокуратура органĕсен пĕлтерĕшĕ палăрмаллах ÿснĕ. Ку тĕлĕшпе Вăрнар район прокуратури те хăйĕн умне лартнă тĕллевсене çирĕп пурнăçласа пыма тăрăшать.

Çакна палăртмалла: прокуратурăн, право йĕркине сыхлакан орган пулнă май, саккунсене мĕнле пурнăçланине асăрхаса тăрассипе, вĕсене пăснă тĕслĕхсене пĕтерме тивĕçлĕ мерăсем йышăнассипе, айăплисене явап тыттарассипе тимлемелле. Урăхла калас-тăк, прокуратура органĕсен саккунлăх принципĕсене, çыннăн тата гражданинăн прависемпе ирĕклĕхне, саккунлăх интересĕсене тивĕçтерессине тĕпе хурса ĕçлемелле.

Хальхи тапхăра илес пулсан, пирĕн чи пирвайхи ĕçсен шутне, паллă ĕнтĕ, преступленилле ĕçсем тăвассине хирĕç кĕрешессине кĕртмелле. Ку енĕпе юлашки çулсенче лару-тăру япăх еннелле улшăннă тесе калаймастăп – пĕтĕмĕшле илсен, преступленилле ĕçсен хисепĕ пĕр шайра. Çав вăхăтра çынна юриех вĕлернĕ синкерлĕ тĕслĕхсем пĕлтĕр чакнă. Калас-тăк, иртнĕ çулталăкăн юлашки кунĕнче те, Çĕнĕ çул умĕн, Уравăшра хăрушă инкек пулнă – вăтăр пиллĕкри ывăлĕ ашшĕне хĕнесе вĕлернĕ.

Çакăн пек инкексем, тĕпрен илсен, йăлари тата çемьери хирĕçÿсенче пулаççĕ. Çынсем ĕçкĕ-çикĕпе ытлашши иртĕхсе кайни пурне те шутлаттармалла. Нĕртен тухиччен ÿсĕрĕлнĕ çынсем тепĕр чухне хăйсем мĕн хăтланнине те пĕлмеççĕ: е пĕр-пĕрне вĕлерсе пăрахиччен хĕнеççĕ, е çĕçĕпе чикеççĕ т.ыт.те.

Çула çитеймен çамрăксем преступленилле ĕçсене явăçни те пăшăрхантарать. Вĕсем, тĕпрен илсен, ют пурлăха çаратса айăпа кĕреççĕ. Калăпăр, кĕсье телефонĕ, тĕслĕ металл вăрланă тĕслĕхсем нумайланчĕç. Паллах, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс çул çине тăратассишĕн право йĕркине сыхлакан органсен кăна мар, чи малтанах ашшĕ-амăшĕсен, вĕрентекенсен тăрăшмалла.

Преступление хирĕç кĕрешесси – пĕтĕм патшалăх ĕçĕ. Çавна май профилактика та тĕпре пулмалла. Пурте пĕрле алла-аллăн тытăнса ĕçлесен кăна преступлени тăвассине чакарма май килĕ. Ахальтен мар çак çивĕч ыйтăва чи çÿллĕ шайра çĕкленĕ. Раççей Президенчĕ В.Путин ятарласа канашлу ирттерни те çакна яр-уççăн çирĕплетет. Çĕнĕ çул умĕн, декабрĕн 22мĕшĕнче, хамăр республика Президенчĕ Н.Федоров профилактика ĕçне вăйлатас ыйтупа ирттернĕ ятарлă канашлура, çĕнĕ саккунсемпе килĕшÿллĕн, право йĕркине сыхлакан органсемпе пĕрлех вырăнти хăй тĕллĕнлĕх органĕсем умне те çирĕп тĕллевсем лартрĕ. Малашне профилактика ĕçĕшĕн ял-хула поселенийĕсен пуçлăхĕсем те, мĕнпур шайри депутатсем те яваплă пулса тăраççĕ. Ял-хула тăрăхĕнче профилактика енĕпе тимлекен Канашсем туса хунă. Республика Президенчĕ пуçарнипе кашни ял-хула тăрăхĕнче профилактикăшăн яваплă çынсене – пуçлăхсен заместителĕсене - çирĕплетнĕ. Харпăр хăй пурăнакан вырăнта текех такамсем йĕрке туса пырасса кĕтсе лармалла мар, çакăншăн çынсен хăйсен те тăрăшмалла.

Пурте лайăх астăваççĕ пуль, пĕр темиçе çул каялла, акă, прокуратурăн чи çивĕч ыйтăва - çынсене ĕç укçи вăхăтра тÿлемен çĕршер-пиншер тĕслĕхе татса парассипе нумай тимлеме лекетчĕ. Ку енĕпе халĕ лару-тăру ырă еннелле улшăннине палăртмалла.

Паянхи тапхăрти чи çивĕч ыйтусем тенĕрен, çакна каламалла. Пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсене пурнăçлама уйăрнă укçа-тенкĕпе мĕнле усă курнине малашне прокуратурăн çирĕп тĕрĕслесе тăмалла. Пĕр тенкĕ те аяккалла ан кайтăр, усăсăр ан пĕттĕр. Çавна май пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕслессипе республика прокурорĕ çумĕнче ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ. Çавăн пек ушкăна хамăр районта та туса хунă. Район прокурорĕ çумĕнчи ушкăн ларăвĕсем уйăхсерен иртмелле. Тÿрех асăрхаттарасшăн: наци проекчĕсене пурнăçлама уйăрнă укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курман тĕслĕхсем тĕлĕшпе айăплисенчен саккунпа килĕшÿллĕн питĕ çирĕп ыйтмалла пулать.

Халĕ, хамăрăн профессиллĕ уяв умĕнхи кунсенче, çакна та каласа хăвармалла. Шăпах икĕ çул каялла район прокуратури поселокриЛенин урамĕнче вырнаçнă уйрăм çурта куçнăччĕ. Юхăннă çуртра юсав ĕçĕсем чылай пурнăçларăмăр. Ку енĕпе республика прокуратури пире пысăк пулăшу пачĕ. Халĕ прокуратура çурчĕ тулашĕнчен те, шалтан та капăрланчĕ. Кунта тимлекенсене ĕçлеме мĕнпур условисем туса панă: кашнийĕн хăйĕн уйрăм пÿлĕм, компьютерсем. Коллектив çамрăк, пурин пирки те ăшă сăмахсем кăна калама пултаратăп. РФ Прокуратура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе чылайăшне пурлăх тата мораль тĕлĕшĕнчен хавхалантарма пăхнă.

Юлашкинчен прокуратура ĕçĕн ветеранĕсемпе халĕ вăй хуракансене, вĕсен çемйисене уяв ячĕпе чĕререн хĕрÿллĕн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 января 2007
00:00
Поделиться
;