Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Укçана перекете хываççĕ, кредит илеççĕ

Кивçен укçана Раççей Перекет банкĕн тата Раççей Ял хуçалăх банкĕн районти уйрăмĕсенчен кăна мар, «Илем» ял хуçалăх потребитель кооперативĕнчен те илме пулать. Вăл пирĕн районта май уйăхĕнчен пуçласа ĕçлет пулин те, ултă уйăхра пайщиксен шучĕ 85-е çитнĕ. Кооператив членĕсем кредит илме анчах мар, укçана перекете хывма та пултараççĕ. Акă, çынсем çак вăхăтра пурĕ 800 пин тенкĕ упрама хунă. Çавна май вĕсем 20 процент таран тупăш илеççĕ.

- Хывнă укçа-тенкĕ усăсăр выртмасть, вăл кредит пайщиксене кулленхи пурнăçра мĕн кирлипе тивĕçтерме пулăшать, - тесе пĕлтерчĕ кооператив  председателĕ А.Ильин.

«Илем» ял хуçалăх потребитель кооперативĕ ял çыннин пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшать. Кунта укçа-тенкĕ перекете ытларах вăхăта хунăшăн процент виçисене пысăклатаççĕ. Сăмахран, виçĕ уйăха хывнăшăн - 14 процент, 6 уйăха - 16 процент, 12 уйăха - 18 процент, 1 çулталăкран иртсен - 20 процент, 2 çула пулсан - 25 процент. Пенсионерсем валли тата 1 процент пысăкрах. «Илемре» процент укçине кашни уйăхра е квартал вĕçĕнче илме пулать.

Кредит паракан «Илем» кооператив - шанчăклă оганизаци. Ăна ял çыннисен пурнăç шайне ÿстерме федерацин «Ял хуçалăх кооперацийĕ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ çакăн пек кооперативесм республикăра 2010 çул тĕлнелле 153 çитмелле.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 января 2007
00:00
Поделиться
;