Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çул çитменнисем киревсĕр çул çине антăччăр

Çул çитменнисем преступлени тăвассине асăрхаттарассине Хирпуç ял тăрăхĕнче çийĕнчех татса памалли чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри вырăнне хурса ку тĕлĕшпе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пуренлĕ профилактика мероприятийĕсене ирттересси – кунта йăлана кĕнĕ пулăм.Ял тăрăхĕн суминистрацийĕнче тимлекенсем профилактика ĕçĕсее шалти ĕçсен районти пайĕн сотрудникĕсемпе пĕрле тачă çыхăнса пурнăçласа пыраççĕ.

Çак кунсенче, акă, йĕрке хуралĕнче вăй хуракансем – милицин участокри уполномоченнăйĕ Г.Ванин тата çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспектор Э.Татарова Уравăш шкулĕнче 6-11-мĕш классенче вĕренекенсемпе тĕл пулнă, право темипе çыхăннă кăткăс ыйтусене сÿтсе явнă. Ачасем киревсĕр ĕçсемпе хăтланакансене мĕн кĕтнине çирĕп ăнланса илнĕ. Çул çитмен преступниксене ăсатакан колонисемпе интернатсенчи «пылак мар» пурнăç, паллах, никама та илĕртмест.

Тĕлпулăва çавăн пекех Хирпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Абакумова, ял клубĕн директорĕ Н.Грачева тата патшалăх пушар асăрхавĕн Вăрнар районĕнчи дознавателĕ Ю.Иванов та хутшăннă.

Шкулти калаçу хыççăн яваплă çынсем лару-тăру япăх çемьесене çитнĕ, малтанхи тĕрĕслевсем вăхăтĕнче палăрнă çитменлĕхсене мĕнле шута илнине тишкернĕ. Акă, икĕ эрне каялла кăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тăватă пĕчĕк ача амăшĕ килĕнче пулса, ăна тÿрленме çирĕп асăрхаттарса хăварнă. Хальхинче хĕрарăм тÿрленес çул çинелле утăмлани яр уççăн курăннă.

Тепĕр çемьере вара упăшки – тирпейлĕ кил хуçи, анчах мăшăрĕ эрехпе тусли пĕтерет. Çавна пулах упăшкипе арăмĕ час-часах харкашаççĕ, çапăçни те сайра мар. Милицин участокри уполномоченнăйĕ те, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те ку килте тăтăшах пулаççĕ, профилактика калаçĕвĕсем ирттереççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 февраля 2007
00:00
Поделиться
;