Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хăнара - çамрăк журналистсем

Хăнара - çамрăк журналистсем

Шĕнер Ишекри вăтам шкулта çамрăк журналистсен «Перопа тата хутпа» кружокĕ çак вĕренÿ çулĕнче çеç ĕçлеме пуçланă пулин те, кунта çÿрекенсем вĕрентекенсене, тантăшĕсене, ашшĕ-амăшĕсене чылай хайлавпа савăнтарма пултарнă. Вĕсен хаçатĕнче ытларах шкул хыпарĕсем, ятлă-сумлă вĕрентекенсем, ял çыннисем çинчен çырнă очерксем кун çути кураççĕ. Пурнăçран юлмаççĕ çамрăк журналистсем – юратнă хаçата компьютерпа калăплаççĕ.

Кунпа кăна çырлахасшăн мар вĕренекенсем - çĕннине-кирлине пĕлме тăрăшаççĕ. Çак тĕллевпех иртнĕ эрнекун вĕсем - Надя Капитонова, Рая Макарова, Таня Ильина, Настя Иванова тата Лена Захарова - кружок ертÿçипе, вырăс чĕлхине вĕрентекен Юля Ивановна Воиновапа пĕрле Вăрнарти издательство çуртĕнче пулчĕç, журналистсемпе, полиграфистсемпе тĕл пулчĕç, хаçата епле калăпланипе, çапнипе паллашрĕç.

Каламалла, Шĕнер Ишекри шкулта вĕренекенсем хаçат редакцийĕпе типографинче пулнă пĕрремĕш хăнасем мар. Хаçат, ытти пичет продукцийĕ епле «пиçсе» тухнин вăрттăнлăхĕсемпе Вăрнарти 1-мĕш тата 2-мĕш шкулсенче вĕренекенсем те паллашнăччĕ. Пурнăç аталанса пынине тата компьютер технологийĕсем вăй илсе пынине кура чылай вĕрентÿ учрежденийĕ харпăр хăй пичет изданине кăларма тытăнчĕç. Хаçат-и вăл, брошюра-и е буклет чи кирли - çак ĕç çамрăксен пултарулăхне, фантазие ÿстерет.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 февраля 2007
00:00
Поделиться
;