Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пирĕн те медальсем пур

Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси салинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республикăри пĕрремĕш спорт мастерĕн, Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕн, академикĕн, профессорĕн Орест Маркиановăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнир республикăри, Раççейри чи вăйлă кĕрешÿçĕсене пуçтарнă. Пирĕн районтан унта пĕтĕмпе 34-ăн хутшăннă.

Çĕрпелти вăтам шкулта вĕренекенсемшĕн çак ăмăрту пĕрремĕш пулнă. Ачасем  малти вырăнсене йышăнайман пулин те, чун-чĕрепе хавхаланнă. Кĕрешÿçĕсем йышĕнче çавăн пекех ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕн Пăртасри филиалĕн вĕренекенĕсем те пулнă.

Вăрнарăн паллă çамрăк кĕрешÿçисем вара яланхиллех пысăк результатсем кăтартнă. Спортсменсенчен ытларахăшĕ чи вăйлă ултă кĕрешÿçĕ йышне кĕнĕ. Ирина Львовапа Дима Авдеев вара харпăр хăй виçе категорийĕнче чемпионсем пулса тăнă.

Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе районти федераци председателĕ – Вăрнар райпо ертÿçи Владимир Николаевич Федоров ку хутĕнче те çамрăк спортсменсене саламлама вăхăт тупнă, çĕнтерÿçĕсене асăнмалăх парнесемпе чысланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 февраля 2007
00:00
Поделиться
;